Халăх календарĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Çак кун кӗпшӗл чӳрече патне килсе сас пани — ырă паллă.

• Раштав уйăхӗн 11-мӗшӗ — кӗпшӗл кайăк кунӗ. Çак кун кӗпшӗл чӳрече патне килсе сас пани — ырă паллă. Çын çак кайăк хыççăн кайса хăйӗн телейне тупма пултарать-мӗн. 

• Раштав уйăхӗн 12-мӗшӗ — Парамон. Çак кун урай шăлма та, çума та юрамасть. Юлташсемпе тăвансем патне хăнана каймалла.

• Раштав уйăхӗн 13-мӗшӗ — Андрей. Çак кун уяр та сивӗ пулсан çитес çул тырпул ăнса пулать. Ал ӗçӗ тума юрамасть. 

• Раштав уйăхӗн 14-мӗшӗ — Наум. Çак кун кӗнеке вуламалла, тӗпчевсем ирттермелле, ăс паракан кино пăхмалла — кӗскен каласан, пӗлӗве ӳстермелле. Çак кун çумăр е юр çусан тата виçӗ кун çăвать тет. 

• Раштав уйăхӗн 15-мӗшӗ — Аввакум. Лапка-лапка юр çусан çулла курăк ăнса ӳсет. 

• Раштав уйăхӗн 16-мӗшӗ — Иоанн. Кушак ăшă вырăн шырать-тӗк — тата вăйлăрах сивӗтет. 

•Раштав уйăхӗн 17-мӗшӗ — Варвара. Çак кун тăвансемпе тавлашмалла мар. Сивӗ пулсан çуркунне кая юлса килет.


народные приметы

Нет комментариев