Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче ӗнер чиркӳ куполӗсемпе хӗресӗсене светить тунă

Ӗнер Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче питӗ пысăк уяв пулнă: Николай Чудотворец ячӗллӗ чиркӗвӗн куполӗсемпе хӗресне светить туса храм тăрне вырнаçтарнă.

Каласа хăвармалла. Ку тăрăхра нихăçан та чиркӳ пулман. Емелькино ял хутлăхне кӗрекен ялсемшӗн чи çывăхри чиркӳ вăл Вырăс Киреметӗнчи е Аксури. Унта çитме вара 18 — 25 километр каймалла. Ял çыннисен чиркӳ тăвас ӗмӗт тахçанах пулнă-ха, анчах та ку хăвăрт пулакан ӗç мар, укçи-тенки те питӗ нумай кирлӗ, ӗçе йӗркелесе ертсе пыракан та пулмаллах. Таврари ытти ялсенчен пуринчен ытла çӗмӗртлӗсем тăрăшнăран чиркӗве çак ялта лартма шутланă та. 


Ӗçе виçӗ çул каялла Аксу чиркӗвӗн настоятелӗ Александр атте ертсе пынипе пуçланă. Тӗпрен илсен чиркӳ çуртне хăпартса витсе лартас ӗçсене кăçал пурнăçланă. Палăртса хăвармалла, Çӗмӗртлӗри чиркӗве йăлтах халăх вăйӗпе тунă: укçа-тенкине те çӗмӗртлӗсемпе пӗрле Емелькинăра, Çӗньялта тата Унтакшăра пурăнакансем, çак ялсенче ӳснӗ, халӗ тӗрлӗ хуласемпе ялсенче пурăнакансем панă, строительство ӗçӗсене те ял çыннисемех хутшăннă. Тав сăмахне пуринчен ытла Çӗмӗртлӗре çуралса ӳснӗ, халӗ Çырчаллинче пурăнакан Евгений Семенович Кононов предприниматель тивӗçлӗ: укçа пухас, строительство материалӗсене туянас, кирлӗ чух профессиллӗ строительсене илсе килсе ӗçлеттерес, техника тупас ӗçсене шăпах вăл йӗркелесе ертсе пынă. 


Ӗнер Çӗмӗртлӗри хальлӗхе туса пӗтермен храмăн куполӗпе хӗресӗсене светить тума Чистай тата Анат Кама епископӗ Пахомий хăй килнӗ. Кун çав тери сивӗ пулнине пăхмасăр Çӗмӗртлӗре халăх питӗ нумай пухăннă. Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн ку эрнекун тухакан номерӗнче çырса пӗлтерӗпӗр.

 

З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев