Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Вверх!» конкурса пӗтӗмлетнӗ

Хусанта «Вверх!» республика конкурсӗн çӗнтерӳçисемпе финалисчӗсене наградăланă, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби. Вӗсем ултă суйлав тапхăрӗ урлă тухнă, унтан республикăри министерствăсемпе ведомствăсенче пӗр уйăх стажировка иртнӗ.

Пурӗ кăçал «Вверх!» конкурса республикăри районсенчен 422 заявка килнӗ. Конкурсăн пӗтӗм процедурисене иртнӗ хыççăн тăхăршар çӗнтерӳçӗпе финалиста палăртнă, вӗсем ноябрӗн 7-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 6-мӗшӗччен Тутарстан Республикин ӗç тăвакан органӗсенче стажировка иртнӗ. 


«Вверх!» конкурс 14-мӗш çул иртет ӗнтӗ. Пирӗншӗн вăл питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен республикăн ведомствисем валли кадрсен потенциалӗ шăпах çакăнта йӗркеленет. Эсир финала тухнипе кăна лăпланса лармасса, професси тӗлӗшпе малалла аталанасса шансах тăратпăр", — тенӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков çӗнтерӳçӗсене саламланă май. 


Тутарстан Республикин Раисӗ çумӗнчи Патшалăх службипе кадрсен департаменчӗн ертӳçи Александр Белов финалистсемпе çӗнтерӳçӗсем стажировка иртнӗ вăхăтри çӗнӗ паллашусем пӗлтерӗшлӗ пулнине, çамрăксем малашне патшалăх службинче ӗçлессе шаннине пӗлтернӗ.


Çӗнтерӳçӗсенчен пӗри Алина Давлетшина, тӗслӗхрен, Тутарстан Республикин Туризм енӗпе патшалăх комитетӗнче стажировка иртнӗ. Вӗренсе пӗтерсен кунта ӗçлеме вырнаçас кăмăлӗ пысăк.

 

Сăнӳкерчӗксем ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев