«Куççуль витӗр – Со слезами на глазах» конкурс пӗтӗмлетӗвӗ
«Сувар» хаçат редакцийӗ кăçалхи май-июнь уйăхӗсенче ирттернӗ «Куççуль витӗр – со слезами на глазах» вăрçă юррисен онлайн-конкурсне пирӗн вулакансем хастар хутшăнчӗç. Пӗчӗккисенчен пуçласа аслисем – 5 çултан тытăнса 89 çултисем – таранах хапăл туса йышăнчӗç ăмăртăва. Конкурса хутшăнакан кашни юрăçпа коллективах итлеме кăмăллă пулчӗ хаçатăн социаллă сетьсенчи подписчикӗсене те, жюри пайташӗсене те.