Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халӑх сахал пурӑнакан ялсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ мобильлӗ интернет çитет

Хальхи вăхăтра тус-юлташпа, тăванпа çыхăнура пулма йывăр мар, кашнин аллинче смартфон. Кун валли пысăк хăвăртлăхлă интернет кăна кирлĕ.

РФ цифра аталанăвӗпе çыхăну тата массăлла коммуникацисен министерстви тăватă çул хушшинче «Цифра экономики» наци проекчӗн «Яллă вырăнсенче цифровизаци танмарлăхне пӗтересси» федераллă программăпа килӗшӳллӗн пилĕк пин яла интернет кĕртнине пĕлтерет. Программа малалла тăсăлать. 

Тутарстанра пурăнакан кашни çын республикăри 100 çынран пуçласа 500 çын таран пурӑнакан пĕр яла интернет кĕртме пулăшма пултарать. 
Мĕн тумалла-ха кун валли? Суйласа илнĕ ялшăн сасăламалла. 

Сасса икӗ майпа пама пулать: 

• РФ Патшалăх услугисен порталĕ урлă — РФ Патшалăх услугисен порталӗнче регистрациленнӗ, 18 çултан аслă, хăй пурăнакан регионта яланхи пропискăра тăракан портала кӗрсе ноябрӗн 17-мӗшӗччен пӗр ялшăн сасăламалла;

• РФ Цифра аталанăвӗн министерствине çыру ярса. Çырура хушамата, ята, ашшӗ ятне, ăçта регистрациленнин тата интернет кӗртмелли ял адресӗсене кăтартмалла. Çырăва харӑсах темиçе çын алă пусма пултарать — кашни сасса шута илӗç. 

Сасӑлав ноябрĕн 17-мӗшӗччен пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мобильный интернет