Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти автобуссенче те кондукторсем пулмаççӗ

Хусанти мӗнпур электротранспортра (метро, трамвай, троллейбус) терминал урлă тӳлев йăлана кӗчӗ. Çавна кура ку система çине автобуссем те куçас шутлă.

Килӗшӳ тăрăх, 2-мӗш ПАТП кондукторсăр тӳлев çине 2025 çулта куçса пӗтме палăртнă. Кун çинчен хула Думин 31-мӗш сессийӗнче Хула Ӗçтăвком ертӳçин транспорт, экономика аталанăвӗ тата суту-илӳ ыйтăвӗсемпе ӗçлекен çумӗ Ильдар Шакиров каланă.

Ун сăмахӗсемпе, кондукторсăр тӳлев системине Метроэлектротранспорт никӗсӗнче куçса çулталăк тӗрӗсленӗ. Система ӗçлет, апла-тăк автобуссен те ун çине куçмалла. Сессире çаплах обществăлла транспортра тӳлеменшӗн штраф суммине ӳстерме те сӗннӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество