Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Контрактниксене республикăрах хатӗрлеççӗ

Августăн 1-мӗшӗнчен РФ Оборона министерствипе контракт тăвакансен тӳлевне ӳстересси пирки калакан РФ Президенчӗн Указӗ вăя кӗнӗ. Тутарстанран ятарлă çар операцине контрактпа каякансем вара ӳстернӗ тӳлеве – 1 миллион та 700 пин тенкӗ таран – августăн 20-мӗшӗччен илме пултараççӗ.

Контракт тунисем вара халӗ çар хатӗрленӗвӗн пуçламăш тапхăрне иртеççӗ. Тутарстан Республикин ДОСААФӗ йӗркеленӗ курссем еплерех пынипе «Татар-информ» информаци агентствин журналисчӗсем паллашнă.

Вӗренӳ сборӗн тӗп тӗллевӗ – пулас салтаксене çар хатӗрленӗвӗн никӗсне вӗрентесси. Паллах, вăл е ку лару-тăрура сывă юлма пулăшакан вăрттăнлăхсене те вӗрентеççӗ кунта. Пилӗк куна тăсăлакан вӗренӳре пӗр харăс 20-шер салтак пӗлӳ илет. Инструкторсем, тӗпрен илсен, çар çыннисем, çар опычӗ пуррисем.

Контрактниксене кунта хӗç-пăшалпа усă курма, тӗллесе пеме вӗрентеççӗ, ятарлă хатӗрленӳ тата медицина тактикипе тата ытти кирлӗ ӗçсемпе паллаштараççӗ. Нумай хăнăхăва кӗске вăхăтрах алла илме тивнипе вӗренӳ расписанийӗ питӗ тӗрлӗ енлӗ – пулас салтаксем ирхине 6 сехетре ӗçе пуçăнаççӗ те çӗрле 23 сехетре кăна пушанаççӗ. Контрактниксене кунта пурăнма пӗтӗм услови туса панă – тӳлевсӗрех апатлантараççӗ, обмундировани параççӗ. Кашни эрнере пӗрер ушкăн вӗрентсе хатӗрлеме план лартнă.

Пулас салтаксене хатӗрлекен инструктор пулма çар опычӗ е медицина пӗлӗвӗ пур хуть кам та пултарать иккен. Вӗсем кунта çар хăнăхăвне илме килнисемшӗн пичче, атте-анне вырăнӗнче. Вӗсем çапăçура кирлӗ хăнăхусем панисӗр пуçне кулленхи пурнăçра кирлӗ сӗнӳ-канаш, тӗрев  пама та яланах хатӗр.

Салтаксене хатӗрлес занятисем хирте кăна мар, кирлӗ оборудованипе тивӗçтернӗ вӗренӳ класӗсенче те иртеççӗ. Пӗр класра медицина пулăшăвӗ пама, психика енчен çирӗп пулма вӗренеççӗ, тепринче пилотсăр вӗçекен аппаратсене алла илме хăнăхаççӗ. Кӗскен каласан – пилӗк кунра нумай япалана алла илеççӗ.

Ку кăна та мар, наставниксем контракт çырнисене вырăнти халăхпа мӗнлерех калаçмалли, мӗнлерех сывлăх сунмалли, пӗр-пӗр кăмăллă мар ыйту парсан еплерех хурав памалли таранах ăс параççӗ. Ятарлă çар  операцийӗн зонинче вӗт урăх условисем, май пур таран хатӗр пулма вӗрентесшӗн боецсене инструкторсем. Вӗренекенсем вара опытлă специалистсем каланине йăлт ăса хываççӗ. Чăн-чăн патриотсен çапла пулмалла та ӗнтӗ. ДОСААФ курсантсене вӗренӳ вăхăтӗнче йывăрлăхсене пур енлӗн çӗнтерме вӗрентет.

 

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев