Вуншар пикерен Александр Дьяченко Маргаритăна суйласа илнӗ
Кăçал çуркунне Елабугăна кайсан тӗлӗнмелле илемлӗ çынпа паллашрăм. Сăн-питрен кăна мар, пур енчен те илемлӗ çынпа. Кун йышши тӗлпулусем ӗмӗрлӗхе асра юлаççӗ. Маргарита Дьяченко çинчен сăмахăм. Хăйне тыткалани, калаçни тăрăх хакласан ăна аристократсен çемйинчен теме пулать. Çын çинче сăпайлă та сапăр, хăвна культурăллă тытни пирки кăна пымасть сăмах. Эпир пурте çавнашкал хамăра, çынна хисеплесен. Аристократизм вăл юнра, унпа çуралаççӗ, вăл е пур, е çук, тумтир пек хăв çине уртса яраймастăн ăна. Вăл харпăр хăвна, çынна, обществăна, çынсен хушшинчи хутшăнусене хăйне евӗр йышăнни, хăвна тивӗçлӗ тытни. Аристократизм хăйне уйрăм социаллă сий пулнине пурте пӗлетпӗр. Анчах хăш-пӗри çак статуспа çуралмасан та Турри ăна хăйне уйрăм калăпласа ярать пулмалла. Маргарита Поликарповна çавăн йышшискер. 83 çулпа пырать пулин те илемлӗ сăнне пач та çухатман.