Искусствăлла интеллект сывлăх сыхлавне вăйлатать
Сентябрӗн 9 –11-мӗшсенче «Казань Экспо» курав центрӗнче Kazan Digital Week Халăхсен хушшинчи форум ӗçлӗ. Унăн тӗллевӗ – наукăпа технологисен аталанăвӗнчи çитӗнӳсемпе пӗрпӗрне паллаштарасси, çӳллӗ технологисемпе ӗçлес опыта пӗр-пӗринчен вӗренесси.
Тӗнче шайӗнчи пысăк пулăм умӗн ТР Сывлăх сыхлав министерстви «Цифрăллă технологисем сывлăх сыхлавӗнче тата медицинăра» ятпа вебинар ирттерчӗ. Юлашки тăватă çулта сывлăх сыхлавӗнче цифрăллă технологисемпе тата анлăрах усă кураççӗ. Ковид пандемийӗ хăйне май старта кăларчӗ тейӗн ку юхăма.
Вебинарта республикăри, Мускаври медицина организацийӗсем хăйсен ӗçӗпе кӗскен паллаштарчӗç. Апла пулин те паянхи медицинăра искусствăлла интеллект мӗнле вырăн йышăннин картинине курма май пулчӗ.
Чи малтанах Тутарстанăн радиологилле дата-центрӗн ертӳçин çумӗ, врач-рентгенолог Марат Миннетдинов сăмах илчӗ.
Республикăн онкологи клиники çумӗнчи дата-центр Хусаншăн, Тутарстаншăн çеç мар, кӳршӗри регионсемшӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать. Мӗншӗн тесен, чăнах кунта чи юлашки вăхăтри оборудовани вырнаçтарнă, паллах, ӗçченӗсем те пысăк ăстасем. Рентген, МРТ, КТ снимокӗсен анализне тăвассипе ӗçлеççӗ вӗсем. Иккӗленӳллӗ снимоксене уçăмлатма шăпах вӗсенчен пулăшу ыйтаççӗ.
Дата-центр çулталăк çурă каялла уçăлнă, кунран кун унăн ӗçӗ ӳссе пырать. Халь центр талăкӗпех ӗçлет. Планпа пулăшу парассин калăпăшне те ӳстерме пултарнă дата-центр. Маммографи вулассипе пилотлă проект хута янă. Уйрăмах республикăн аякри специалистсем çитмен районсемшӗн ку меллӗ: рентген-ӳкерчӗке интернетпа Радиологиллӗ дата-центра ярса параççӗ, унта вара «вуласа» пӗтӗмлетӗвне çырса яраççӗ. РДЦ ӗçченсем çитменнипе аптрамасть, Марат Рашитович каланă тăрăх, штат расписанийӗ тулли.
Маммографин пилотлă проектне асăнтăмăр, 2024 çулăн 3-мӗш кварталӗнче, çывăх вăхăтра, флюорографи ӳкерчӗкӗсене вулама пуçласшăн.
Марат Рашитович Сывлăх сыхлав министерствинче ӗçлекенсене чӗнсе пӗтӗмлетӳсене пӗр стандартпа çырасси пирки каларӗ. Медицина тӗрӗслевӗн (рентген, МРТ, КТ) ӳкерчӗкӗсене çырса кăтартнă чух пурин те пӗр стандарта пăхăнмалли çинчен пырать сăмах. Паянхи куна çакă çук, Тутарстанра кăна мар, ытти çӗрте те. Çакна пула пациента тӗрӗс диагноз лартасси вăраха тăсăлать: тӗрӗслев ӳкерчӗкӗн пӗтӗмлетӗвне рентген врачӗ çырать, анчах унта диагноз лартакан врачшăн информаци çителӗксӗр иккен. Пациентăн рентген врачӗ патне таврăнма тивет...
Марат Миннетдинов центрăн çывăх тӗллевӗсен шутӗнче радиологи информаци системине çӗнетессине тата хранилищесен модернизацине ирттересси пулнине пӗлтерчӗ. Çаксене пурнăçлани, паллах, центра тата сулмаклăрах ӗçлеме май парӗччӗ. 2024 çулта тума палăртнă тепӗр тӗллев – РДЦна «МосМедИИ» федераллă проектпа çыхăнтарасси. Çапла тусан хусансем Мускаври ӗçтешӗсемпе пӗр стандартпа ӗçлӗччӗç, ӳкерчӗксене вуласа анализ тума пулăшакан ИИ хăвачӗ те пысăкрах пулӗччӗ.
Паяна Раççейри ултă регион «МосМедИИ» компанипе çыхăннă та – Мускав, Воронеж, Калининград, Липецк, Челябинск облаçӗсем тата Ямал-Ненец автономи округӗ.
РДЦ 2000 ытла диагностика оборудованине вырнаçтарнă. Çак шута 485 йывăр техника та кӗрет. Центр куллен вăтамран 400 заявка йышăнать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев