Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кандидатсен йышӗ пысăк кăçал

ТР Патшалăх Канашне депутата суйланма пурӗ 427 кандидат кăмăл тунă, пӗр мандат пуçне 4 ытла. Çак шутран 2-шӗ кăна регистраци иртеймен. 28-шӗ хăйсен ирӗкӗпе заявлени çырса кайнă. Çакăн пирки ку эрнере иртнӗ Сасăлассин обществăлла тӗрӗслевӗн координаци канашӗпе Тутарстанри Суйлава сăнакан обществăлла штабăн ларăвӗнче пӗлтернӗ.

Экспертсем палăртнă тăрăх, 2024 çул суйлав кампанине хутшăнас текен кандидатсен йышӗ пысăккипе уйрăлса тăрать. Эппин депутат мандачӗшӗн кӗрешӳ хӗрӳ пулать. 

ТР Тӗп суйлав комиссийӗнче 5 парти – «Единая Россия», КПРФ, «Справедливая Россия – Патриоты – За правду», ЛДПР тата «Новые люди» – хăйсен списокӗсене регистрациленӗ. Кунсăр пуçне «Гражданская инициатива» партин списокне те регистрациленӗ. 179 кандидата республикăн пӗрлехи округӗнче, 248-шне пӗр мандатлă 50 округра кандидата тăратнă. Политика партийӗсен представителӗсемсӗр пуçне пӗр мандатлă округсенче 12 самовыдвиженец заявлени панă. 

Ларура обществăлла сăнавçăсемпе çыхăннă ыйтăва та сӳтсе яврӗç. Ку инструментпа Тутарстанра пӗрремӗш хут мар усă кураççӗ – сăнавçăсем кăçалхи март уйăхӗнче иртнӗ Раççей Президенчӗн суйлавӗнче те ӗçленӗччӗ суйлав участокӗсенче. «Независимый общественный мониторинг» Коммерцилле мар организацисен ассоциацийӗн эксперчӗн Рафаэль Фахрутдиновăн шучӗпе, çакă суйлава лăпкă ирттерме май панă та. 

Обществăлла сăнава йӗркелени суйлав кампанийӗнче закона пăхăнассине тытса пыма пулăшнине ТР Обществăлла палатин Право ыйтăвӗсемпе обществăлла контроль комиссийӗн председателӗ Тимур Какохо та çирӗплетет. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗнче сăнавçăсем кашни участокрах пулӗç. 

Аса илтеретпӗр, ТР Патшалăх Канашӗн 7-мӗш пухăвӗн депутачӗсен суйлавӗ тата 38 муниципаллă районта вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен депутачӗсен хушма суйлавӗ 2024 çулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче иртет.  50 депутата партисен списокӗсем тăрăх, çавăн чухлех пӗр мандатлă суйлав округӗсенче суйлаççӗ. 

Сăнӳкерчӗк ТР Тӗп суйлав комиссийӗн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев