г. Казань
Декабрӗн 22-мӗшӗнче Тутарстанра 12 сехете тăсăлакан «С новым годом, семья!» телемарафон иртет. Тӳрӗ эфирта çӗнӗ çемьесем мăшăрланнине те курма пулнине ТНВ телеканал пӗлтерет.
Нумаях пулмасть Хусан кремлӗнче Раççей Геройӗсен тата ятарлă çар операцийӗнче паттăрла пуç хунă салтаксен ашшӗсен сăнӳкерчӗкӗсен куравӗ уçăлнă.
Мускавра иртнӗ Раççей шутне кӗнӗ çӗнӗ регионсен çӗршывăн право тата экономикăпа социаллă системăсенче пӗрлешсе ӗçлессипе çыхăннă Закон кăларакансен Президиумӗн ларăвне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшăннă.
2025 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнипе Тутарстанра волонтер программи хута кайнă. Республикăра иртекен Аслă Çӗнтерӗве халалланă мероприятисене хутшăнма 6 пине яхăн волонтер суйласа илсе хатӗрлеççӗ.
Нумай пулмасть республикăри наркопреступленисемпе çыхăннă лару-тăрăва сӳтсе явнă.
0