Мускавра иртнӗ ларура парламентарисем Донбаса пулăшассипе çыхăннă закон проекчӗсем ăнăçлă ӗçленине палăртнă
Мускавра иртнӗ Раççей шутне кӗнӗ çӗнӗ регионсен çӗршывăн право тата экономикăпа социаллă системăсенче пӗрлешсе ӗçлессипе çыхăннă Закон кăларакансен Президиумӗн ларăвне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшăннă.
Ӗнер Мускавра Закон кăларакансен Президиумӗн ларăвӗ иртнӗ. Унта Раççей шутне кӗнӗ çӗнӗ регионсен çӗршывăн право тата экономикăпа социаллă системăсенче пӗрлешсе ӗçлессипе çыхăннă ыйтусене тата 2024 çулта çурçӗре кирлӗ таварсем илсе çитерессипе çыхăннă закон пурнăçланăвӗ мӗнле пынине пăхса тухнă. Ларăва Федераци Канашӗн Председатель çумӗ Андрей Яцкин, РФ Патшалăх Думин Председатель çумӗ Ирина Яровая йӗркелесе ертсе пынă. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшăннă.
Андрей Яцкин палăртнă тăрăх, Раççей Президенчӗ Владимир Путин лартнă тӗллеве пурнăçлас енӗпе çӗнӗрен пӗрлешнӗ регионсен социаллă экономика аталанăвӗн патшалăх программи пурнăçланать. «Программăн анлă масштабне хаклас пулсан 2022 çултанпа 5,8 пин нумай хваттерлӗ çурта, 3,5 пин километр чухлӗ çул-йӗре, 1,5 пин вӗрентӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсанине палăртса хăвармалла», – тенӗ Андрей Яцкин çӗнӗ регионсене çӗршыв аталанăвӗн планне кӗртнине асăнса.
Спикер Донбасри хулапа ялсене çӗнӗрен çӗклес ӗçе хастар хутшăннă регион-шефсене уйрăмах палăртса ырланă. «Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко хушăвӗпе интеграци ыйтăвӗсемпе ятарлă Канаш йӗркеленчӗ. Çак хушăра ик теçетке ытла закон пуçарăвӗ Раççей Правительствине, сенаторсемпе депутатсене пула федераллă законсем шутӗнче вăя кӗчӗç», – палăртнă Андрей Яцкин.
РФ Патшалăх Думин Председатель çумӗ Ирина Яровая палăртнă тăрăх, Владимир Путинăн çӗршыв шутне кӗнӗ çӗнӗ регионсен интеграцийӗпе лартнă задачисем Раççей парламенчӗн кӗçӗн палатин депутачӗсемшӗн малти ретре. «Патшалăх Думин депутачӗсем йӗркеленӗ 60 ытла закон вăя кӗрсе паян тухăçлă ӗçлет. Чи кирли çак территорисенче социаллă пулăшу енӗпе йышăннă ӗçсем пурте туллин пурнăçланса пыраççӗ. Сăмах кунта çемьесемпе ачасем пирки пырать», – тенӗ Ирина Яровая.
Закон кăларакансен канашӗн президиумӗ çурçӗре кирлӗ япаласем турттарассипе (северный завоз) закон пурнăçланăвӗ мӗнле пынине те пăхса тухса 2024 çулхи навигаци тапхăрӗн пӗтӗмлетӗвӗсене тунă.
Паян, декабрӗн 17-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Федераллă Пуху çумӗнчи РФ Закон кăларакансен канашӗн тепӗр ларăвне хутшăнчӗ. Унта субъектсенче коммуналлă хытă каяшсен çаврăнăшӗн системин лару-тăрăвӗпе аталану енӗсене тата коммуналлă инфраструктурăн çӗнетӗвне сӳтсе яврӗç.
Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев