Ачăрсем килтех-и?
Нумай пулмасть республикăри наркопреступленисемпе çыхăннă лару-тăрăва сӳтсе явнă.
Тутарстанра кăçал кăна çак преступление хутшăннă çул çитмен 65 ачана тытса чарнă. Вӗсенчен 45-шне наркотик салатма пулăшнăшăн. ТР ШӖМӗн Наркотиксен çаврăнăшне тӗрӗслесе тăракан управленийӗн ертӳçи Александр Михеев пӗлтернӗ тăрăх, наркотик салатма ачасене ытларах та ытларах явăçтарма тытăнни сисчӗвлентерет. 14-ри ачасем çак ӗçпе аппаланни тахçанах çӗнӗлӗх мар-мӗн, анчах Анат Камăра кăçал 12-ри хӗрача та çакланнă. Кунсăр пуçне кăçал йӗрке хуралçисем кăçал тăватă пысăк нарколабораторие тупса хупма та пултарнă.
«Татар-инфом» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев