Финанс пӗлӳлӗхӗпе онлайн-олимпиадăна апрелӗн 3-мӗшӗччен хутшăнма пулать
Март уйăхӗн 4-мӗшӗнче шкул ачисем валли финанс пӗлӳлӗхӗпе тата предприниматель ӗçӗпе Пӗтӗм Раççейри онлайн-олимпиада пуçланчӗ. Пиллӗкмӗш çул иртекен тӗрӗслӗве кăçал пӗрремӗш хут 10-11 класра вӗренекенсем те хутшăнаççӗ. Апрелӗн 3-мӗшӗччен кирек хăш кун та учи.ру вӗрентӳ платформине кӗрсе пӗлӗве тӗрӗслеме май пур.