Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

Финанс пӗлӳлӗхӗпе онлайн-олимпиадăна апрелӗн 3-мӗшӗччен хутшăнма пулать

Март уйăхӗн 4-мӗшӗнче шкул ачисем валли финанс пӗлӳлӗхӗпе тата предприниматель ӗçӗпе Пӗтӗм Раççейри онлайн-олимпиада пуçланчӗ. Пиллӗкмӗш çул иртекен тӗрӗслӗве кăçал пӗрремӗш хут 10-11 класра вӗренекенсем те хутшăнаççӗ. Апрелӗн 3-мӗшӗччен кирек хăш кун та учи.ру вӗрентӳ платформине кӗрсе пӗлӗве тӗрӗслеме май пур.

Шкул ачисем бюджета планлама, теветкеллӗхе хаклама тата ултавлă схемăсене тупма вӗренӗç. Çавăн пекех хăйсене предприниматель пек тӗрӗслӗç – даннăйсене тишкерӗç, ыйтнине тивӗçтерме вӗренӗç, хăйсен проектӗнче ресурссемпе усă курса тупăш ӳстерме майсем тупӗç. Заданисене ӳсӗмри пур ушкăн валли те адаптациленӗ: кӗçӗн классенче вӗренекенсем финанс пӗлӳлӗхӗн тӗп ăнланăвӗсемпе тата принципӗсемпе паллашӗç, аслă класра вӗренекенсем вара улшăнакан условисемпе сценарисемпе ӗçлӗç.

Иртнӗ хыççăн хутшăнакансене сертификат, грамота е диплом парса хавхалантарӗç, учительсене тав хучӗсем илӗç.

Олимпиадăпа кăсăкланакансен шучӗ пӗрмаях ӳсет: 2021 çулта унта 800 пин шкул ачи хутшăннă, 2024 çулта – 2,3 миллион ытла, çав шутра Тутарстанран 72 пин – хутшăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование финансовая грамотность