Мартăн 1-мӗшӗнчен пуçласа Раççейре автомашинăсене учета тăратассинче çӗнӗ правилăсем ӗçлеме пуçланă
Çӗнӗ хыпарсем

Мартăн 1-мӗшӗнчен пуçласа Раççейре автомашинăсене учета тăратассинче çӗнӗ правилăсем ӗçлеме пуçланă

Çӗнӗ правилăсем йышăннипе транспорт хатӗрӗн докумечӗсене илме ОСАГО полисӗ кирлӗ мар. Ку машинăна туяннă хыççăнах регистраци иртме май туса парать.

Договора Патшалăх услугисен порталӗ урлă тусан е нотариус урлă регистрацилесен учетран çав кунах кăларма май пур. Договора ахаль çыру формипе тунă пулсан, сутса янă хыççăн 10 кунран çеç учетран кăлараççӗ.

 


общество автомобиль

Нет комментариев