Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш хӗрарăмӗ Атăлçи тăрăхӗнче чи илемли!

Ижевскра регионсен хушшинчи «Мисс и миссис ПФО» тата «Миссис Удмуртия» илем конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

Çурхи илем конкурсне Удмуртирен, Тутарстанран, Чăваш Енрен тата Пушкăртстанран 99 пике хутшăннă. Конкурсанткăсене «Миссис ЮАР – 2023» титула тивӗçнӗ Палеса Матьеккане (Palesa Matjekane) хакланă.

Çӗнтерӳçӗсен хушшинче чăвашсем те пур. Чăваш Енри Канаш районĕнчи Хучел ялĕнче çуралнă, халĕ Ижевск хулинче пурăнакан Алина Денисова. Вăл «Миссис ПФО – 2025» титула тивӗçнӗ. «Федерацин Атăлçи округӗнчи чи илемлӗ хӗрарăм» ят унра çулталăкӗпех пулӗ.

Çамрăк хӗрарăм – предприниматель. Унсăр пуçне вăл ыркăмăллăхçă та. Алина пилӗк çул хушши йывăр лару-тăрăва лӗкнӗ хӗрарăмсемпе ачасене пулăшать. Унăн 12 çулти хӗр те çитӗнет. Çав вăхăтрах илем конкурсĕсене хутшăнма та вăхăт тупать çамрăк хӗрарăм.

«Эпӗ йӗркелӳçӗсене, уйрăмах конкурсăн директорне Ксения Александровнăна тав тăватăп», – терӗ Алина Денисова пирӗнпе çыхăнăва тухсан.

Каласа хăвармалла, «Мисс ПФО – 2025» титула Глазов хулинче пурăнакан Снежана Мышкина çӗнсе илнӗ. «Миссис Удмуртия –2025» Сарапул хулинчен Анна Трапезникова-Черепанова пулса тăнă.

А. Денисова харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чуваши России