Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

450 пин тенкӗлӗх «диспансеризаци»

Хусанта пурăнакан пенсионера поликлиникăри регистратура сотрудникӗн ятӗнчен хӗр шăнкăравласа диспансеризаци валли СНИЛС номерне калама ыйтнă.

Шулӗксем çапла майпа Патшалăх услугинчи харпăр кабинетне кӗрессине тавçăрайман ӗнтӗ вăл – мӗн ыйтнине тӳрех каланă. Малалли яланхи схемăпах пынă: йӗрке хуралӗ, финанс организацийӗ ятӗнчен шăнкăравсем килме тытăннă. Вӗсем пурте такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе хăратнă, пухăннă укçана «шанчăклă шут» çине куçарма хистенӗ.

Çапла пенсионер 450 пин тенкисӗр юлсан тин хăйне улталанине ăнланса полицирен пулăшу ыйтнă. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники