Сывлӑх сыхлав сферинче çӗнӗ медицина учрежденийӗсем
Кăçал Тутарстанра «Вăрăм тата активлă пурнăç» наци проекчӗпе 38 çӗнӗ медицина учрежденийӗ тума палăртнă, вӗсенчен 34-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗ (ФАП). Кун валли 420 миллион ытла тенкӗ уйăрнине, вӗсенчен 128 миллионӗ – республика бюджетӗнчен пулнине шăматкун ТР строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министрӗ Марат Айзатуллин Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.