Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх сăнанинчен

• Пуш уйăхӗн 24-мӗшӗ – Ефим. Йывăçсем çулçă кăлариччен куккук авăтсан – тыр-пул начар çитӗнессе. Юр ирӗлсе пӗтичченех тăрнасем вӗçсе килсен тухăçсăр çул пулать. Хурăн шывӗ юхма пуçлать.

• Пуш уйăхӗн 25-мӗшӗ – Феофан. Çак кун тӗтреллӗ пулсан сӗлӗ, йӗтӗн тата кантăр ăнса пулать. Ир çинчен йывăçсене пас тытнă-тăк, июнӗн 12-мӗшӗнче çумăр çăвать. Витере тăракан лаша кӗçенни – çак киле телей килессе. 

• Пуш уйăхӗн 26-мӗшӗ – Никифор. Çак кун тӗлне кайăк хурсем вӗçсе килсен тыр-пул ăнса пулать. Килти хурсем шывра чӳхенеççӗ-тӗк – çанталăк ăшăтасса вăрах кӗтмелле мар. Тӗлӗке çынна каласа памалла мар, начар пулсан – пушшех те. 

• Пуш уйăхӗн 27-мӗшӗ – Федор. Çак кун çанталăк мӗнле – пӗр эрне çапла пулать. Аслати авăтни – пысăк тухăçлă, улма-çырлаллă çул пуласса. Выльăх-чӗрлӗх нумай çиет, шыв сахал ӗçет пулсан – çумăра.  

• Пуш уйăхӗн 28-мӗшӗ – Никандр. Кашкăр туйӗсен вăхăчӗ. Ку тапхăрта кашкăрсем уйрăмах усал. Чарлансем вӗçсе килнӗ-тӗк – кӗçех пӗтӗм шыв-шур пăртан тасалать. 

• Пуш уйăхӗн 29-мӗшӗ – Савва, Трофим. Çак кун ăшă-тăк, çуркунне тăршшӗпех ăшă пулать. Пӗлӗтсем çӳлте шăваççӗ – ака тата çу уйăхӗсем ăшă пулаççӗ. 

• Пуш уйăхӗн 30-мӗшӗ – Алексей. Çак кун ăшă пулсан тухăçлă çул пулать. Ама хупаххи чечекре – ака уйăхӗнче ăшă пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы