Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сывлӑх сыхлав сферинче çӗнӗ медицина учрежденийӗсем

Кăçал Тутарстанра «Вăрăм тата активлă пурнăç» наци проекчӗпе 38 çӗнӗ медицина учрежденийӗ тума палăртнă, вӗсенчен 34-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗ (ФАП). Кун валли 420 миллион ытла тенкӗ уйăрнине, вӗсенчен 128 миллионӗ – республика бюджетӗнчен пулнине шăматкун ТР строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министрӗ Марат Айзатуллин Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.

Вăл регионта тӗрлӗ программăсемпе усă курса сывлăх сыхлав сферинче 53 объект, çав шутра 47 фельдшерпа акушер пункчӗ (ФАП) тунине палăртса хăварнă. Çывăх вăхăтра виçӗ объектпа патшалăх контракчӗсем тăвӗç. Сăмах Хусанти йышăнупа диагностика уйрăмӗ тата икӗ поликлиника пирки пырать. Пӗрремӗш объекта республика программипе, ыттисене – «Вăрăм тата активлă пурнăç» наци проектне кӗрекен федерацин «Сывлăх сыхлавӗн пӗрремӗш звенине çӗнетесси» программипе тăваççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: медицина нац проект