г. Казань
Майăн 21-мӗшӗнче Çырчаллинче вырăнти Чăваш наципе культура центрӗ тата «Чӗкеç» халăх ансамблӗ тăрăшнипе, Çырчалли хулин Ӗçтăвкомӗ, «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх Çурчӗ тӗрев панипе хулари Çӗнтерӳ паркӗнче Уяв иртнӗ.
Тутарстанра картиш мероприятийӗсен «Кӳршӗ Фест» халăх конкурсӗ («Наш двор» программăн тăсăмӗ) пуçланчӗ. Ăна ТР Хулисен аталанăвӗн институчӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе пуçарнă. Кун пек проект Раççейӗн пӗр регионӗнче те çук-ха хальлӗхе.
ТР Патшалăх Канашӗн председателӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин паян, майăн 22-мӗшӗнче çуралнă кун ячӗпе ăшă саламсем йышăнать.
Пӗтӗм тӗнчери ветерансен хушшинчи çуллахи вăййăсем Китайри Тайбэй хулинче майăн 17-30-мӗшӗсенче иртеççӗ. Унта 107 çӗршывран 25 пин ытла çын хутшăнать.
0