Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Надежда Лаврентьева – хăвăрт утас енӗпе чемпионка

Пӗтӗм тӗнчери ветерансен хушшинчи çуллахи вăййăсем Китайри Тайбэй хулинче майăн 17-30-мӗшӗсенче иртеççӗ. Унта 107 çӗршывран 25 пин ытла çын хутшăнать.

Раççейӗн пӗрлештернӗ командине Чăваш Енри Вăрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурăнакан Надежда Лаврентьева та кӗнӗ. Вăл пилӗк километр утса пуринчен малтан финаша çитнӗшӗн ылтăн медаль илме тивӗçнӗ.

Çывăх вăхăтра Надежда Лаврентьева икӗ хут вăрăмрах дистаницие – 10 километр утса тухма хатӗрленет.

Сăнӳкерчӗк «ПУРИНЧЕН МАЛТАН» телеграмм-каналтан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Спорт