Кӳршӗсем, айтăр «Кӳршӗ Феста»!
Тутарстанра картиш мероприятийӗсен «Кӳршӗ Фест» халăх конкурсӗ («Наш двор» программăн тăсăмӗ) пуçланчӗ. Ăна ТР Хулисен аталанăвӗн институчӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе пуçарнă. Кун пек проект Раççейӗн пӗр регионӗнче те çук-ха хальлӗхе.
Конкурс тӗллевӗ уявсем йӗркелесе кӳршӗсене пӗр-пӗринпе паллаштарса туслаштарассинчен чылай анлăрах — картиш спортне аталантарасси, наци культурин фестивалӗсене ирттересси, мастер-классем йӗркелесе тавра курăма анлăлатасси, çамрăк артистсене тӗрев парасси, патриотизм воспитанийӗ. Кӳршӗсем пӗр-пӗринпе туслă пурăнсан кăна хăтлă тавралăха (2020 çултанпа республикăра «Наш двор» программăпа 7000 картише тирпей-илем кӗртнӗ) упрама, тирпейре тытма пулать-çке.
Пӗтӗмӗшле приз фончӗ — 20 миллион тенкӗ. Хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене — 200, предприятисемпе организацисене — 500-шер пин тенкӗ таран пулăшу параççӗ.
Конкурса заявкăсене май уйăхӗн 12-мӗшӗнчен тытăнса июнӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Тӗплӗнрех 8(800)275-20-20 телефонпа шăнкăравласа е konkurs@dvor.tatar электронлă почтăна çырса пӗлме пулать, йӗркелӳ комиссийӗн специалисчӗсем проекта мӗнле хатӗрлемеллине те ăнлантарӗç. Конкурс положенийӗпе çак ссылкăпа кӗрсе https://dvor.tatar/ паллашмалла.
Конкурс комиссийӗ июлӗн 1-мӗшӗнче «Кӳршӗ Фест» конкурсăн çӗнтерӳçине палăртать. Çӗнтерӳçӗ çăвӗпех хăйӗн мероприятийӗсене ирттерет.
(Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев