Фарид Мухаметшин çуралнă кунне паллă тăвать
ТР Патшалăх Канашӗн председателӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин паян, майăн 22-мӗшӗнче çуралнă кун ячӗпе ăшă саламсем йышăнать.
Чи малтан саламлакансенчен пӗри – ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулнă.
«Çӗнӗ пухура ӗçтеш-депутатсем Сире республика парламенчӗн председателӗ пулма суйлани Эсир харпăр пахалăхсем енчен те, ертсе пырас ăсталăхпа та, профессионализм тӗлӗшӗнче те çӳллӗ шайри ертӳçӗ пулнине çирӗплетсе парать, – палăртнă Рустам Минниханов саламлă телеграммăра. – Сирӗн çирӗп авторитетăр, вăй-хала шӗллемесӗр ӗçлеме пӗлни Тутарстанри депутатсен корпусӗн пӗрлехӗпе тухăçлăхӗн шанчăклă никӗсӗ пулса тăрать».
Республика Раисӗ çирӗп сывлăх, хастарлăх тата палăртнă тӗллевсене ăнăçлăн пурнăçлама суннă.
Саламлă телеграммăсем патшалăх влаçӗн субъекчӗсен, федераци тата регион шайӗнчи профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсен, Раççей Федерацийӗн регионӗсен пуçлăхӗсенчен, РФ Патшалăх Думин депутачӗсенчен, Хусанта аккредитациленӗ ют çӗршывсен представителӗсенчен килеççӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев