Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çырчалли чăвашӗсем Уява пуçларӗç

Майăн 21-мӗшӗнче Çырчаллинче вырăнти Чăваш наципе культура центрӗ тата «Чӗкеç» халăх ансамблӗ тăрăшнипе, Çырчалли хулин Ӗçтăвкомӗ, «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх Çурчӗ тӗрев панипе хулари Çӗнтерӳ паркӗнче Уяв иртнӗ.

Пуçтарăннисене Çырчалли хулин Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Винер Харисов тата вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Александр Павлов саламланă.

Хăнасем чăваш халăхӗн ӗмӗрхи йăлисемпе паллашнă. Чи пысăк ӗмӗтсем пурнăçланччӗр тесе асамлă йывăç çине хăюсем çыхнă, алла-аллăн тытăнса  Уяв картине тăнă, чăваш вăййисене вылянă, ташланă. «Чӗкеç» халăх ансамблӗ, «Путене» клубне çӳрекен ачасем, «Мари-Сем» фольклор ансамблӗ тата «Эрвий»  клуба çӳрекенсен пысăк концерт курнă.

 Çырчалли хулин Ӗçтăвкомĕн Культура управленийĕн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: набережные челны культура