Хусанта Халăхсен хушшинчи вӗрентӳ министрӗсен III форумӗ иртет
Тӗп мероприятисем июнӗн 11-12-мӗшӗсенче Хусанти Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра пулаççӗ. Форум хăнисем – Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсен, Беларуси, Абхази, Южная Осетия, Мьянма, Лаос, ЦАР, Камерун, Буркина-Фасо, Зимбабве тата ытти çӗршывсен вӗрентӳ министрӗсем. Раççейрен форума РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов, Раççейӗн Вӗрентӳпе наука министерствин ертуçисем тата ТР Раисӗ Рустам Минниханов хутшăнать.