Перекетленӗ укçине çухатнă, машинине сутса ӗлкӗреймен
СМС-пӗлтерӳпе килекен кодсене, харпăр тата банк карттисен даннăйӗсене никама та памалла мар тесе мӗн чухлӗ асăрхаттарсан та çынсем пурпӗрех улталанаççӗ. Чистай çынни те акă пӗр пӗлмен, палламан этеме СМС-пӗлтерӳпе килнӗ кода пӗлтерсе шулӗксен аллине лекнӗ.
66-ри арçын следователе каласа панă тăрăх, ăна пӗр маркетплейсăн сотрудникӗ шăнкăравласа заказ тунă тавар килнине пӗлтернӗ. Тавара кӳрсе пама СМС-па килнӗ код кирлӗ имӗш. Арçын пӗр шутласа тăмасăр цифрăсен комбинацине пӗлтернӗ, хăй нимӗн те заказ туман пулин те.
Тепӗр темиçе минутран «Роскомнадзор сотрудникӗ» Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетне çӗмӗрнине пӗлтернӗ. Шулӗксем унăн шучӗ çинчи укçине ют çӗршыва куçарма хăтланнине каланă. Ун хыççăнах «ФСБ сотрудникӗ» шăнкăравланă та арçынна перекетри укçи-тенкине хывса хăй каланă шут çине хума шантарнă. Чистай çынни шанса пăрахнă та харпăр шут çинчен 300 000 тенкине хывса каланă çӗре куçарса панă.
Тепӗр кун аферистсем каллех çыхăнăва тухса шулӗксем ун ячӗпе илнӗ кредита тӳлесе татма автомобиле сутма калаçтарнă. Çак самантра арçын ултава сиссе полицие кайнă. Раççей ШӖМӗн Чистай районӗнчи следстви уйрăмӗ РФ УК 3-мӗш пайӗн 159 статйипе – «Мошенничество» – уголовнăй ӗç пуçарнă. Йӗрке сыхлакан органсем граждансене асăрхануллă пулма, харпăр даннăйсене никама та каламалла марри çинчен аса илтереççӗ. Ан манăр, банк, патшалăх органӗсен сотрудникӗсем конфиденциаллă информацие нихăçан та телефонпа е СМСпа ыйтса илмеççӗ.
«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев