Хусанти театрсенче тӗрӗк чӗлхи янрать
Ӗнер XVII «Науруз» Халăхсен хушшинчи фестиваль уçăлчӗ
2025 çулхи июнӗн 9 – 22-мӗшсенче Хусанта XVII Халăхсен хушшинчи тӗрӗк халăхӗсен театр фестивалӗ «Науруз» иртет. Фестивале Азербайджанран, Казахстанран, Кăркăсстанран, Узбекистанран тата Раççейӗн наци республикисенчен: Адыгей, Алтай, Крым, Пушкăртстан, Тутарстан, Хакаси, Чечен, Чăваш Ен тата Якути – сахалтан та 15 коллектив килнӗ. Кăçал фестиваль тата анлăрах иртет. Бразили, Греци, ЮАР, турци театрӗсем те хутшăнаççӗ пысăк форума.
Тунтикун Тутарстан урамӗнчи Г.Камал ячӗллӗ театр умӗнчи тӳремрен фестивале хутшăнакансем ушкăнăн-ушкăнăн Марсель Салимджанов ячӗллӗ урампа Г.Камал театрӗн çӗнӗ çурчӗ патне çитичченех утрӗç. Хусанти танк училищи çумӗнчи вӗрсе каламалли инструметсен оркестрӗ кӗвӗ каларӗ.
Каçхине çӗнӗ театрăн пысăк залӗнче чаплă лару-тăрура XVII «Науруз» фестивале уçрӗç. Г.Камал театрӗн тахçанах классика пулса тăнă «Башмачки» спектакльне кăтартрӗç.
Спектакльсене кăнтăрла та, каçхине те пжхма пулать. Г.Камал театрӗн икӗ çуртӗнче, К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗнче, «Экият» пукане театрӗнче тата Кабан çыранӗнче те иртеççӗ.
«Науруз» витӗмӗпе Ятарлă программа XI Халăхсен хушшинчи театр Олимпиади иртет. Бразили, ЮАР, Греци театрӗсем шăпах çак йӳтӗмпе килнӗ те Хусана. Вӗсемсӗр пуçне Санкт-Петербургри Александрински театр паллă театр режиссер Валерий Фокин лартнă «Литургия ZERO» спектакле илсе килнӗ. М.Шкетан ячӗллӗ Мари наци тетрӗпе Олимпиадăна М.Гафури ячӗллӗ Пушкăрт академи драма театрӗ лартнă «Дядя Ваня»постановкăне пăхма интереслӗ пулӗ.
Шупашкартан 17-мӗш «Науруза» Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш çамрăксен театрӗ «Çӗнӗ кун ачи» (М.Карягина) спектакле илсе килет. Чăваш спектаклӗшӗн тунсăхласа çитнӗ ентешсене июнӗн 13-мӗшӗнче 19 сехете Г.Камал театрӗн Тутарстан урамӗнчи çуртне пыма йыхравлаççӗ йăхташсем.
Сăнӳкерчӗк И.Кузьминан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев