Пурнăçшăн кӗрешнӗ чух паттăрлăх çинчен шутламаççӗ
Июнӗн 15-мӗшӗнче Медицина ӗçченӗн кунне паллă тăватпăр. 1980 çултанпа июнӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче тав сăмахӗсем пирӗн сывлăха чир-чӗртен, тепӗр чух пурнăçа вилӗм аллинчен çăлакансене тав тăвасси йăлана кӗнӗ.
Иртнӗ вырарникун çавăн пек паттăрсем «Призвание – 2025» Раççейри чи лайăх врачсене паракан премие Пӗрремӗш каналăн «Медицинăра чуна парса ӗçленӗшӗн» ятарлă номинацйийӗнче тивӗçнӗ. ТР Сывлăх сыхлав министерствин РКОД тӗп врачӗн çумӗ Александр Киршин тата унăн бригади, Шупашкарти онкодиспансерта ӗçлекен Светлана Орлова, Обнинск хулинчи А.Цыба ячӗллӗ медицинăн радиологи наукин центрӗнче ӗçлекенсем, Санкт-Петербургри А.М.Гранов ячӗллӗ Раççей радиологи тата хирурги технологийӗсен наука центрӗн специалисчӗсем пирки пырать сăмах. Тӗрлӗ хулара вăй хураканскерсем, пӗр команда пулса кӗрешнӗ çын пурнăçӗшӗн, вӗсен тăрăшăвне общество тивӗçлипе хакланă.
Ӗçӗ акă мӗнле пуçланнă. Шупашкарта пурăнакан 32 çулти çамрăкăн хырăмӗ ыратма пуçланă. Тухтăрсем тӗрӗслесе унăн пӗверӗнче усал шыçăсем тупнă. Темиçе тӗлте те. Кун пек чух «медицина сире пулăшаймасть» тесе ыратнине ирттерекен уколсем çине куçарӗччӗç сиплеве. Анчах Светлана Орлова онколог ун йышши мар: препаратсене улăштара-улăштара хими курсӗсене ирттернӗ. Пулăшми пулнине курса Обнинска шăнкăравланă. Унта пациента хальхи вăхăтри чи вăйлă технологипе сиплеççӗ. Çакăн хыççăн пӗр авăк каччă хăйне лайăхах туйнă, анчах ку нумая тăсăлман. Светлана Орлова хальхинче те аллине усман, каччă пурнăçӗшӗн малалла кӗрешнӗ. Икӗ çул иртнӗ çапла, метастазăсем организмра саланма пуçланă. Кун пек чух чăнах та медицина пулăшаймасть теççӗ. Светлана Александровна хальхинче те парăнман. Чир пуçланнă тӗлти шыçăна касса пăрахсан метастазăсем пӗтме пултараççӗ имӗш. Анчах онкологипе чирлӗ пациентăн метастазăсем пулсан донор пӗверне лартма юрамасть иккен.
Çакăн хыççăн Светлана Орлова Хусанти Александр Кришин трансплантолог патне шăнкăравланă. Температури 40 градуса хăпарнă пациента Шупашкартан Хусана машинăпа илсе килнӗ. Икӗ сехет ытла çул çинче. Турă пӗлет, мӗнле çитейнӗ вăл? Çавăн пек пысăк температурăпа мӗнле тăнне çухатман?
Вырăна çитсен пациента тӳрех операци сӗтелӗ çине хунă. Врачсем пациент пурнăçне çăлассишӗн Раççейре пӗрремӗш хут инструкцие пăхăнмасăр операци тунă. Александр Киршин бригади хăй ӗçне питӗ лайăх пурнăçланă. Вӗсем пӗвер лартнă хыççăн метастазăсем чăнах та чакма пуçланă. Пациент килне таврăннă, сывлăхӗ çирӗпленнӗ. Вăл халь ача ашшӗ те, çав-çавах Светлана Орлова онколог патӗнче учетра тăрть. Планпа палăртнă тăрăх йышăнăва çӳрет.
Светлана Александровна вара çын пурнăçне çăлассишӗн кӗрешнӗ чух чăн-чăн паттăрлăх кăтартасси пирки шутламан та.
Ку истори Пӗрремӗш каналăн «Жить здорово!» передачин сюжечӗ пулса тăнă. Çитес вырсарникун июнӗн 15-мӗшӗнче пăхма пулать ăна.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев