Олег Газманов патриот ачасене пуçтарчӗ
Ачасен пултарулăхне уçма пулăшакан пысăк конкурс йӗркелес идея РФ халăх артисчӗн, паллă юрăçăн Олег Газмановăн. Вăл «Родники» наци проекчӗн пӗр пайӗ пулса тăрать. Президентăн культура пуçарăвӗсен фончӗ, Президент гранчӗсен фончӗ, «Равенство возможностей» ыркăмăллăх фончӗ пуçарăва ырласа пулăшма васканă, хыпар енчен пулăшаканӗ «ТАСС» Патшалăхăн информаци агентстви.
Ачасем валли юрăсем çыракансемпе пултаруллă çамрăк ăрăва пӗрлештерет «Родники.Дети». Конкурсăн ырă енӗсем: ачасен пултарулăхне кăтартма пулăшать; унта музыка енӗпе професси илнисем те, пӗлӳсӗррисем те хутшăнма пултараççӗ; ачана хăйӗн пултарулăхне тӗрӗс хаклама вӗрентет – паллă юрăç пулма ӗмӗтленсе ӳсет ача, анчах ку чăнах та унăн ӗмӗчӗ-и? Тен, вăл иллюзисемпе пурăнать? Сцена тӗнчи шутланă пек чаплă мар е ачан пултарулăхӗ урăххинче? Конкурса хутшăнакансен çак ыйтусене хурав пама май пулать.
Шăп халь çакăн пек конкурс кирлӗ пулнине кăтартакан паллă – унпа интересленекенсен йышӗ пысăк пулнинче. «Родники.Дети» иртнӗ сентябрьте заявкăсем йышăнма пуçланă. Икӗ пин заявка йышăннă йӗркелӳçӗсем. Пӗрремӗш хут иртекен конкурсшăн ку сахал мар. Вӗсенчен жюри, председателӗ Олег Газманов, 29 юрра суйласа илнӗ. Жюрире пурте пӗлекен юратнă артистсем: РФ тава тивӗçлӗ артисткисем Зара тата Юта, «Родники» проектăн генеральнăй продюсерӗ Елена Ульянова, РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ Сергей Войтенко, ПР халăх артисчӗ, ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Элвин Грей.
Конкурса тăратнă ӗçсенчен нумайăшӗ тăван çӗршыва юратни çинчен, хӳтӗлевçӗсене, ырă çынсене ырласа хывнăскерсем.
Конкурсăн финал концертне Раççейӗн 22 регионӗнчен килнӗ юрăçсем хутшăнчӗç.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов та пулчӗ концертра. Вăл ачасене саламласа Хусан конкурса хутшăннисене йышăнма пултарнишӗн савăннине пӗлтерчӗ. Олег Газманова ыттисенчен патриотизмпа уйрăлса тăнине палăртрӗ, хăйӗн хыççăн ачасене, çамрăксене çеç мар, аслисене те ертсе пынине каларӗ.
Р.Минниханов О.Газманова «Дуслык» орденпа наградăларӗ. Тутарстанран «Родники.Дети» проектра «Ежевики» ушкăн пулчӗ. Раççей, Халăхсен хушшинчи проектсене çак ансамбль пӗрре мар хутшăнать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, Хусанта иртнӗ «Детское Евровидение» альтернативи пек иртнӗ «Добрая волна» конкурсра палăрчӗç.
ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев