г. Казань
Августăн 5-мӗшӗнчен мамăк тирлӗ чӗрчунсене тытма ирӗк илме заявленисем йышăнма пуçланни çинчен ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет. Ирӗк илме республикăри нумай функциллӗ центрсене (МФЦ) каймалла.
Раççей Социаллă фончӗ августăн 1-мӗшӗнчен ӗçлекен пенсионерсене заявлени çырмасăр страховани пенсин страхлав пайне çӗнӗрен шутласа парать. Ку 2024 çулта ӗçлесе страховой взноссем тӳленисене пырса тивет.
Республикӑра пурӑнакансене çирӗплетнӗ вырӑнти поликлиникӑсенче тӳлевсӗр диспансеризаци тухма чӗнеççӗ. Кун валли паспорт, ОМС полисӗ тата СНИЛС кирлӗ.
Августăн 9-мӗшӗнче Çарăмсанри «Сабантуй» стадионра Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă регионсен хушшинчи «Луковая долина» фестиваль иртет.
0