Диспансеризаци пурнăçа упраса хăварӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Диспансеризаци пурнăçа упраса хăварӗ

Республикӑра пурӑнакансене çирӗплетнӗ вырӑнти поликлиникӑсенче тӳлевсӗр диспансеризаци тухма чӗнеççӗ. Кун валли паспорт, ОМС полисӗ тата СНИЛС кирлӗ.

Тӗрӗслев икӗ тапхӑрпа иртет. Пӗрремӗшӗнче – флюорографипе ЭКГ тухса, тӗп анализсем парса  терапевт патне каймалла. Хӗрарӑмсем гинекологпа маммолог патӗнче пулмалла, арçынсем –  арлăх парӗсен (предстательной железы) тӗрӗслевне иртемелле. Енчен те улшăнусем пулсан иккӗмӗш тапхӑра – тарӑн диагностикăна яраççӗ.

Диспансеризацие виçӗ çулта пӗрре,  40 çула çитсен кашни çул ирттереççӗ. Медиксем тӗрӗслев витӗр тухнӑ кашни виççӗмӗш çыннăн сывлӑх енчен улшăнусем пуррине палăртаççӗ.

Раççейре «Продолжительная и активная жизнь» нацпроектпа килӗшӳллӗн ирттерекен диспансеризаци усал чирсене вăхăтра тупса палăртса сиплеме пулăшать, çавăнпа та ăна иртме кашнин вăхăт тупмаллах.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 


минздрав рт диспансеризация #ЗдоровьеТатарстан

Нет комментариев