Сухан, фольклор тата халӑхсен пӗрлӗхӗн фестивалӗ
Августăн 9-мӗшӗнче Çарăмсанри «Сабантуй» стадионра Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă регионсен хушшинчи «Луковая долина» фестиваль иртет.
Уявра ал ӗç тата сухан ярмăрккисем, мастер-классем йӗркелеççӗ. Курма килекенсене суханран пӗçӗрнӗ тата наци апачӗпе сăйлӗç. Ачасене халăх вăййисем выляттарӗç. Фестиваль шайӗнче вокалпа фольклор искусствин «Старинные и стилизованные национальные песни», авалхи йăла-йӗркесен «Вековые обряды» тата «Лукодельница» конкурссем иртеççӗ.
Фестивале Раççей халăхӗсен наци тӗрлӗлӗхне тата пӗрлӗхне упраса хăварас, Тутарстанри районсенчи, Атăлçи тăрăхӗнчи тата Раççей Федерацийӗн ытти регионӗсенчи фольклор коллективӗсене пӗрлештерес, малашне пӗрле хутшăнса ӗçлес, унта хутшăнакансен чăтăмлăхне ӳстерес тата Черемшан районӗнче эко-туризма аталантарас тӗллевпе ирттерме йышăннă.
Мероприятие «Таткультресурсцентр» патшалăхăн бюджетлă учрежденийӗ пулăшнипе Черемшан районӗ тата районти ТР Халăхсен ассамблейин представительстви йӗркелет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев