Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сунара çӳреме ирӗк пама пуçлаççӗ

Августăн 5-мӗшӗнчен мамăк тирлӗ чӗрчунсене тытма ирӗк илме заявленисем йышăнма пуçланни çинчен ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет. Ирӗк илме республикăри нумай функциллӗ центрсене (МФЦ) каймалла.

Хăварпа пӗрле заявлени, паспорт, сунар билечӗ, пошлинă тӳлени çинчен калакан квитанци (650 тенкӗ), сунара  хăнтăр е сăсар тытма çӳретӗр пулсан хушма тӳлев çинчен калакан квитанци пулмалла. Хăвăр вырăнна урăх çынна ярсан, доверенность çырма ан манăр. Сунара çӳреме ирӗк панăшăн банк картти урлă МФЦрах тӳлеме пулать.

Сунар тапхăрӗсем:

  • тилӗ тытмалли – сентябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 28-мӗшӗччен;
  • мулкач тытмалли – сентябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 28-мӗшӗччен;
  • хăнтăр тытмалли – октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 28-мӗшӗччен;
  • сăсар тытмалли – октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 28-мӗшӗччен.

Республикăри хăш районта мӗн чухлӗ чӗрчун тытма юранинне çак ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: охота сезон охоты Биоресурс разрешения на охоту #ГоскомитетБиоресурсовРТ #ПушныеЖивотные #ОхотничийСезон