Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Августран вăя кӗрекен улшăнусем

Раççей Социаллă фончӗ августăн 1-мӗшӗнчен ӗçлекен пенсионерсене заявлени çырмасăр страховани пенсин страхлав пайне çӗнӗрен шутласа парать. Ку 2024 çулта ӗçлесе страховой взноссем тӳленисене пырса тивет.

‎Кибермошенниксемпе кӗрешесси те вăйлăланать.  Раççейре пурăнакансем çыхăну операторӗн харпăр  кабинечӗ е мобильлӗ сервис урлă спам-рассылкăсен ярассине чарма пултараççӗ.

Августăн 1-мӗшӗнчен 14-18 çултисем законлă представителӗсен çырса тунă килӗшӗвӗ пулсан кăна банкра счет з уçма пултараççӗ. Анчах мăшăрлансан,  официаллă майпа е предприниматель  пек ӗçлеме пуçласан ку улшăну вӗсене пырса тивмест.

Çӗнӗ уйăхран ача-пăча теттисем туса илессине тата сутассине йӗркелесе тăракан патшалăх стандарчӗ ӗçлеме пуçлать. Стандарт теттесене ачасен ӳсӗмне,  интересӗсене тата вӗсене  хатӗрленӗ материалсене кура категорисем çине уйăрать.  Çавăн пекех стандарт теттесен хăрушсăрлăхӗн требованийӗсене палăртать, вӗсемпе усă курнă чухне пулма пултаракан хăрушлăхсене çырса кăтартать.

Федерацин монополипе кӗрешекен служби искусствăлла интеллект системипе хаксене хăпартса е суту-илӳре улталама калаçса татăлнă компанисене шырама тытăнать. «Антикартель» тытăм хаксен улшăнăвӗсене сăнаса тăрать, суту-илӗве чăннипех хутшăнман компанисене тупса палăртать.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: пенсия #Безопасность #НовыеЗаконы #финансы #Нововведения