Kazan Digital Week форума кăçал 75 çӗршыв хутшăнать
Сентябрӗн 17-19-мӗшӗсенче Хусанта иртекен Халăхсен хушшинчи Kazan Digital Week – 2025 форум шучӗпе 6-мӗш. Кăçал унта 75 çӗршывран (Беларусь, Инди, Китай, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗ, Турци, Казахстан, Узбекистан тата ытти те) 20 пин ытла çын килнӗ.