Рустам Минниханов: «Тутарстан цифровизаци енӗпе малта пыракан регионсенчен шутӗнче»
Мӗнлерех вырăн йышăнать искусствăлла интеллект Тутарстан экономикинче, мӗнле çӗнӗлӗхсем хатӗрлеççӗ патшалăх секторӗ валли, мӗншӗн Kazan Digital Week ИТ сферин тӗп мероприятийӗсенчен пӗри пулса тăрать? Çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче уçăлнă форумра.
Мӗнлерех вырăн йышăнать искусствăлла интеллект Тутарстан экономикинче, мӗнле çӗнӗлӗхсем хатӗрлеççӗ патшалăх секторӗ валли, мӗншӗн Kazan Digital Week ИТ сферин тӗп мероприятийӗсенчен пӗри пулса тăрать? Çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче уçăлнă форумра.
Аса илтеретпӗр, Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи цифра форумӗ Хусанта сентябрӗн 17-19-мӗшӗсенче иртет.
Паян, сентябрӗн 17-мӗшӗнче форума уçнă хыççăн мероприятин пленарлă ларăвӗ пулчӗ. Президиумра ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ Цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăлла коммуникацисен министрӗ Максут Шадаев, Федерацин министерствисемпе ведомствисен тата пысăк комапнисен ертӳçисем пулчӗç.
Пленарлă ларăвăн теми – «Технологи лидерлăхӗ патне искусствăлла интеллект урлă: çӗнӗ майсемпе вызовсем».
Kazan Digital Week РФ Президенчӗ Владимир Путин палăртнă наци тӗллевне – экономикăпа социаллă сферăсен муниципаллă управленийӗн цифра трансформацине пурнăçлама май парать. Çакна ларăва уçнă чух РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин палăртрӗ. Мероприятие вăл видеорежим майӗпе хутшăнчӗ.
Премьер-министр çулталӑк пуçланнӑранпа РФ Президенчӗн хушӑвӗпе «Даннӑйсен экономики тата патшалӑхăн цифра трансформацийӗ» çӗнӗ наци проектне хута янине, ун шайӗнче информаципе технологи секторне пулӑшасси малалла пынине, хамăр çӗршывăн йышӑнăвӗсене инвестицисем хывма условисем туса панине, Раççей компанийӗсен хамăрăн программа тивӗçтерӗвӗ çине куçмаллине, ун валли майсем пуррине аса илтерчӗ. Кусене Раççей граждансем ăшта пурăнсан та лайăх çыхăнупа усă курма пултарччăр тесе тăваççӗ.
«Çынсене, бизнеса меллӗ пултӑр тесе патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗçтерме май паракан системăна та аталантаратпӑр. Электронлӑ заявленисем йӗркеленӗ чухне памалли документсемпе сведенисен шутне чакаратпӑр. Çакӑ вӑхӑта перекетлет, ӗçе çăмăллатать», – терӗ Правительство Председателӗ.
Мишустин сăмахӗпе, чи кирли технологи суверенитетне йӗркелесси. Ӑна татса пама бизнесӑн, патшалӑхӑн тата IT-пӗрлӗхӗн килӗшӳллӗ ӗçлемелле, Хусанти форум вара çакӑн пек диалог валли лайӑх площадка пулса тăрать.
Тутарстан экономикишӗн IT-отрасль тӗп вырăнта
Тутарстан нумай çулсем цифровизаци енӗпе малта пыракан регионсен шутӗнче тӑрать. Паян та IT-сектор республика экономикинче тӗп вырӑн йышăнать. Çакна Kazan Digital Week 2025 форумӑн пленарлӑ сессийӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов палăртрӗ.

«Тутарстан нумай çул хушши цифровизаци енӗпе малта пыракан регионсенчен шутӗнче. Юлашки 16 çулта уйрăмах IT-сектор республика экономикинче тӗп отрасльсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Тупӑш 3 хут ӳснӗ, IT-компанисен шучӗ 17 процента ӳснӗ. Тутарстанра патшалӑх пулӑшӑвӗсене пурне те электронлӑ майпа илме пулать. Пӗлтӗр кӑна çынсене онлайн-форматпа 95 миллион ытла пулӑшу кӳнӗ», - палӑртрӗ регион ертӳçи.
- Тутарстанра цифра инфратытӑмне йӗркелес енӗпе пысӑк ӗçсем туса ирттернӗ, терӗ малалла сăмаха тăсса ТР Раисӗ. – Республикӑра IT-паркӑн виçӗ площадки ӗçлет, вӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 105 пин тӑваткал метр. Резидентсен шучӗ 752. Вӗсем пӗтӗмпе 6 пин ытла ӗç вырӑнӗ йӗркеленӗ.
«Ума лартнă тӗллевсемпе 2030 çул тӗлне IT-паркри резидентсен чӗрӗкрен кая мар пайӗ ют çӗршыв рынокӗсене тухмалла», - терӗ Рустам Минниханов.
Сăмха май, республикӑра 24 муниципаллӑ йӗркеленӳре IT-парксем ӗçлеççӗ, 2030 çул тӗлне вӗсен шутне 40 таран ӳстерме палӑртнӑ. Çакӑ Тутарстанри пур районта та цифра экономикин ӳсӗм точкисене йӗркелеме май парать.
«Инноваци компанийӗсемпе пултаруллӑ специалистсене илӗртекен центр вăл – Иннополис хули. Ятарлӑ экономика зонин икӗ площадкинче 342 компани ӗçлет, инвестицисен калăпăшӗ 257 миллиард тенкӗрен иртнӗ, пӗтӗмпе 12 пин ӗç вырӑнӗ йӗркеленӗ», – палӑртрӗ Тутарстан Раисӗ.
Вӑл Иннополис резиденчӗсем промышленноçра, транспортра, энергетикӑра, медицинӑра тата экономикӑн ытти стратегилле отраслӗсенче импорта хамăрăн продукципе улӑштарма 50 ытла решени шутласа кăларнине палӑртрӗ.
Цифра проекчӗсене пурнӑçа кӗртме Тутарстанра даннӑйсен обработкин центрӗсен инфраструктурине туса хунине асăнчӗ республика ертӳçи. Сӑмахран, Хусанти IT-парк никӗсӗ çинче 2009 çултанпа пӗтӗм тӗнчери стандартсене тивӗçтерекен ЦОД ӗçлет. Унсӑр пуçне пӗлтӗр Иннополисра Атӑлçи тӑрӑхӗнчи даннӑйсен чи пысӑк центрӗ уçӑлнă.
Ял хуçалăхне те ИИ çитнӗ
Рустам Минниханов искусственнӑй интеллект Тутарстан экономикин тӗрлӗ отраслӗн, çав шутра промышленноçӗн тата ял хуçалӑхӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑнине те палăртса хăварчӗ. 2030 çул тӗлне компанисенчен çурри ӗçе çӗнӗ технологисене кӗртме палӑртнӑ.
«Искусствӑлла интеллект технологийӗсемпе пирӗн промышленность предприятийӗсем ӑнӑçлӑ усӑ кураççӗ. Сӑмахран, «Татнефть» компани «Интеллектуальное месторождение» проектпа 30 пин ытла нефть скважинине ӗçлеттернӗ çӗрте усă курать. Çакӑ оборудование эффективлă ӗçлеттерме, нефть кӑларассин тухӑçлӑхне ӳстерме май парать. КАМАЗ компани те автономлӑ грузовиксем тунӑ чухне искусствӑлла интеллект технологийӗсемпе усӑ курать. 2030 çул тӗлне эпир тӗп отрасльсенчи предприятисенчен çурринче искусствӑлла интеллектпа тата ӑслӑ хатӗрсемпе усӑ курма палӑртатпӑр», – терӗ ТР Раисӗ.
Тутарстанра пухнӑ пилотсӑр магистраль тягачӗсем 2023 çултанпа М-11 трассăпа çӳреççӗ. Кӑçал апрель уйӑхӗнче автономлӑ машинӑсем Тӗп кольцевой автомобиль çулӗ çине тухнă.
«Ял хуçалӑхӗнче искусственнӑй интеллект выльӑх-чӗрлӗх тата чӑх-чӗп ӗрчетес ӗçе кӗрсе пырать. Çавна пула ӗç тухӑçлӑхӗ ӳсет, чӗрчунсен чирлесси чакать», – палӑртрӗ республика ертӳçи.
Хусанта пуçтарăнасси йăлана кӗчӗ
Раççейӗн цифра аталанăвӗн министрӗ Максут Шадаев кӗркунне Хусанта пуçтарăнасси йăлана кӗнине шӳтлесе «сехет тӗрӗслеме» килетпӗр тесе палăртрӗ. Ку хутӗнче министр отраслӗн планӗсем çинче мар, ытларах тунă çитӗнӳсем çинче чарăнчӗ.

Çакӑн пек çитӗнӳсенчен пӗри – кӑçал Раççейри шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗсен иккӗ виççӗмӗш пайӗ Патшалӑх пулӑшӑвӗсенче пӗрремӗш класа çырӑнтармалли сервиспа усă курни.
«Чылай регионта ачасен дневникӗсемпе харпăр приложенисем çук. Çавăнпа пӗрлехи приложени туса хурасси тухса тăчӗ», – терӗ министр тепӗр проект çине куçса.
Кун пек приложение кӑçалхи май уйӑхӗнче хута янине пӗлтерчӗ. Халӗ унта расписани пӑхма кӑна мар, хушма занятисем, кружоксемпе секцисем кӗртме, килти ӗçе лартма юрать. Ашшӗ-амӑшӗн ачан çитӗнӗвӗсене курса лайк лартма, ăна класри ытти ачасен кӑтартӑвӗсемпе танлаштарма май пур.
Унсӑр пуçне сентябрӗн 1-мӗшӗнчен тӗрлӗ вӗрентӳ порталӗсенчен тӳлевсӗр вӗрентӳ материалӗсен пӗрлехи бази ӗçлеме пуçланă. Ку базӑна тӳрех ачасен вӗренӳ планӗпе çыхӑнтарӗç.
Унсӑр пуçне вӗренӳ заведенийӗсене электронлӑ дневниксен даннӑйӗсен кăтартăвӗсемпе вӗренме кӗмелли сервис хута кайнӑ. Кӑçал 500 пин ытла çын унпа усӑ курса заявлени панӑ. Çавӑн пекех аслӑ шкул суйласа илмелли сервис ӗçлет – вӑл кирлӗ специальноçа тупма, вӗренӳ заведенине суйласа илсе вӗренме кӗмелли баллсемпе паллашма май парать.
Культура сфери валли Пушкин картти ӗçлет, ăна мероприятисен ирекен вырăнсен интерактивлă карттипе çыхăнтарнă. Унсӑр пуçне пулӑшу мерисем илме кирлӗ документсен шучӗ те чакать. Патшалӑх Пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинетра вара пулӑшу мерисен тӗсӗсемпе паллашнисӗр пуçне тӳлевсен шутлаттарăвне те курма курма пулать.
Пленарлă ларура доклад тăвакансемпе тухса калаçакансем йышлă пулчӗç. Çавсен шутӗнче РФ вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Андрей Омельчук, РФ МЧСӗн министр çумӗ Антон Герасимов тата ыттисем пулчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев