Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Хусанта «Аксенов-фест» фестиваль уçăлчӗ

Тутарстан Республикин Наци библиотекинче паян «Аксенов-фест» литературăпа музыка фестивалӗ уçăлнă.

Кăçал унта Раççейри паллă çыравçăсем Эдуард Веркин, Илья Бояшов, Анна Баснер, Дмитрий Воденников тата Францирен ятарласах йыхравланă Ив Готье çыравçă хутшăнаççӗ.

Çитес виçӗ кун хушшинче паллă авторсемпе творчествăлла тӗлпулусем, дискуссисем пулаççӗ, фильмсем кăтартаççӗ.

Кăçал фестивале документалистикăна халалланă. Мероприятисем Аксенов çуртӗнче, ТР Наци библиотекинче, хулари 13-мӗш, 26-мӗш тата 27-мӗш номерлӗ библиотекăсенче, Хусан ратушинче, Пулăçă тата Аксенов сачӗсенче, «Елмай» паркра пулаççӗ.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, кăçал та çамрăк çыравçăсене, поэтсемпе музыкантсене «Звездный билет» литературăпа музыка премине Хусан ратушинче парӗç.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Наци библиотекин сайтӗнчен.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль