Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Kazan Digital Week форума кăçал 75 çӗршыв хутшăнать

Сентябрӗн 17-19-мӗшӗсенче Хусанта иртекен Халăхсен хушшинчи Kazan Digital Week – 2025 форум шучӗпе 6-мӗш. Кăçал унта 75 çӗршывран (Беларусь, Инди, Китай, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗ, Турци, Казахстан, Узбекистан тата ытти те) 20 пин ытла çын килнӗ.

«Форум çулран çул анлăланса, пӗлтерӗшӗ ӳссе пырать. Шанатăп, чи кирлӗ темăсене пӗрле сӳтсе явма пултаратпăр эпир, кун йышши мероприятисем ирттерме Тутарстан майсем туса пама хатӗр. Ырă сунса кӗтетпӗр!» – тенӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов форума уçнă май.

Форумра чи пӗлтерӗшлӗ 10 темăна сӳтсе явӗç хальхинче. Тӗпрен илсен, вӗсем пурте пӗтӗм отрасле аталантарма искусствăлла интеллектпа усă курассипе çыхăннă. Мероприяти шайӗнче 140 ытла мероприяти иртет. Çаплах мини-роботсен çапăçăвӗ, информацие хӳтӗлессипе турнирсем тата ытти те пулать.

Форума уçма хутшăннă РФ Цифра аталанăвӗ, çыхăнупа массăллă коммуникацисен минстрӗн çумӗ Олег Качанов та Kazan Digital Week форум темиçе çул ӗнтӗ цифра аталанăвӗн сферинчи чи пысăк пулăм пулнине, тӗнчери чи лайăх опытпа, практикăпа паллашма-ылмашăнма май паракан площка пулнине палăртнă. ( (Салават Гамалетдинов сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество