Тутарстан Республикин Раисӗ сентябрӗн 25-мӗшӗнче Патшалăх Канашне Чӗнсе калать
Тутарстан Республикин Раисӗ Патшалăх Канашне Чӗнсе калани сентябрӗн 25-мӗшӗнче парламентăн VII пухăвӗн 13-мӗш ларăвӗнче иртет. Мероприяти палăртнă кун С.Сайдашев ячӗллӗ Патшалăхăн пысăк концерт залӗнче иртӗ.
ТР Патшалăх Канашӗн секретарӗ Лилия Маврина каланă тăрăх, республика ертӳçи Чӗнсе калани 13-мӗш ларăвăн пӗртен-пӗр ыйтăвӗ пулӗ. Раис Чӗнсе калани – питӗ пӗлтерӗшлӗ пулăм, çавăнпа та ăна телевиденипе тата радиопа тӳрӗ эфира кăларӗç.
Ларăва муниципаллă йӗркеленӳсен, промышленность предприятийӗсен, тӗрлӗ сферăри учрежденисен, вăтам тата пӗчӗк бизнесăн, творчествăлла интеллигенцин, политика партийӗсен, обществăлла пӗрлешӳсен, тӗн конфессийӗсен представителӗсене йыхравлаççӗ. Пурӗ 770 çын, çав шутра 100 депутат, хутшăнасси паллă.
Сентябрӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра Раис должноçне тăнă кандидатсенчен Рустам Минниханов çӗнтерчӗ. Уншăн суйлавçăсенчен 88,09 проценчӗ сасăланă.
Çӗнӗрен суйланă Раис хăйӗн полномочийӗсене пурнăçлама сентябрӗн 19-мӗшӗнче иртекен инаугурацире тупа тусан пуçлать. Ку церемони те С.Сайдашев ячӗллӗ Патшалăхăн пысăк концерт залӗнче иртет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев