Тутарстан çыннисенчен кăçал кам пенсие кайма тивӗç?
Пенси çулне ӳстересси пирки çынсен шухăшӗ тӗрлӗрен. Хăшӗсем кăмăлсăр, теприсем апла нумайччен çамрăк çӳрӗпӗр тесе шӳтлеççӗ, виççӗмӗшсем эпир вăл тарана пурăнса çитиччен пенси пач та пулмӗ тесе калаçаççӗ. Тӗнчери тенденцие пăхас пулсан пенси çулӗ пӗр вырăнта тăмасть, вăл ӳссех пырать. Вăтамран илсен этемӗн пурнăç вăрăмăшӗ ӳснинчен те килет ку.