Çулталăк пуçламăшӗнче 43 çемье çӗнӗ хваттерлӗ пулӗ
Çӗнӗ çула çӗнӗ хваттертен пуçланинчен лайăхраххи тата мӗн пултăр?
2025 çулта ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ Хусан Ӗçтăвкомӗсене тата Çӳлту районне çынсене аварилле кил-çуртсенчен куçарма 43 хваттер уйăрса панă. Хусансем патшалăх шутӗнчен «Салават Купере» пурăнмалли районта 29 пӗр пӳлӗмлӗ тата 10 икӗ пӳлӗмлӗ хваттер илӗç. Çӳлту районӗнче вара Куркачи разъезд çумӗнчи поселокра виçӗ икӗ пӳлӗмлипе пӗр виçӗ пӳлӗмлӗ хваттер пама палăртнă.
Хваттерсем пурăнма хатӗррисем: вӗсенче отделка пӗтӗмпех тунă, сантехника, электроплита лартнă, тӗтӗм тухнине систерекен извещатель таранах. Ăшă регуляторне автоматика системипе çыхăнтарнă, ку даннăйсене илсе тăма май парать.
Сăмах май, Раççей Президенчӗ Владимир Путин çынсене аварилле çурт-йӗрсенчен куçарассине хăвăртлатма хушнă. «Граждансене пурăнма меллӗ тавралăхпа тивӗçтересси – хăйне уйрăм тӗп задача... Чăн малтан аварилле çуртсенчен куçарас программăна хăвăртлатасси пирки калатăп», – тенӗ Раççей Президенчӗ.
2025 çулта Патшалăх çурт-йӗр фончӗ 162 пин тăваткал метр пурăнмалли вырăн хатӗрленӗ. Ку Тутарстанра 3269 çемьене çӗнӗ хваттерсепме тивӗçтерме май панă.
А582964
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев