Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтне Хусантан каякан поездсен шутне ӳстернӗ
Паллă ӗнтӗ хӗллехи кану кунӗсенче çулçӳревсем йышланаççӗ. Пурин те ӗмӗтленнӗ çӗре çитме май пултăр тесе РЖД рейссен шутне ӳстерме йышăннă.
Хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче çул çӳрекенсен шучӗ ӳсет. Çынсем урăх хуласене çитсе курма тăрăшаççӗ – хăшӗ канма, хăшӗ тăванӗ патне кайса килме, кашнин хăйӗн тӗллевӗ.
Паллах, ку чухне рейссен яланхи шучӗ çителӗксӗр. Çапла майпа, сăмахран Ижевскран Мускава Хусан урлă каякан рейссен шутне 30 таран ӳстернӗ. Ижевскран Санкт-Петербурга каякан хушма поездсем те Тутарстанăн тӗп хулинче чарăнаççӗ.
Хӗллехи каникулсем вăхăтӗнче «ача-пăча поезчӗсемпе» «Казань – Котлас» тата «Казань – Кострома» енне – Юр пике çӗршывне çитсе килме пулӗ.
Ку маршрутпа çӳрекенсене тӗрлӗ сюрпризсем кӗтеççӗ. Çӗнӗ çул каçӗ кайнисене акă Çӗнӗ çулпа саламланă тата 10 тултарман ачасене пылак кучченеçпе сăйланă. Вокзалсенче тӗрлӗ меероприятисем ирттернӗ. Вагон-ресторанта маршрут ӗçленӗ тапхăрта ятарлă уяв менюне ӗçе кӗртнӗ. Халӗ çула тухакансене те тӗрлӗ интерессем кӗтеççӗ çак маршрутсенче.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» Телеграм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев