Тутарстанра Атăл сукмакӗн маршручӗн хӗллехи серине хута янă
Ку йышши турпродуктсем малашне тата та ытларах пулӗç. Мӗншӗн тесен республикăра пурăнакансем тăван тавралăхпа ытларах интересленме пуçланă.
Паян, январӗн 2-мӗшӗнче, «Атăл сукмакӗ» туристсен маршручӗ çинче пӗрремӗш хутчен поход-ретрит иртрӗ. Çапла пуçланчӗ хӗллехи сезон ку маршрут çинче. Асăннă проект «Курше» фестивалӗн халăх конкурсӗн çӗнтерӳçи пулса ТР Раисӗн тӗревӗпе пурнăçланса пырать. Ăна «Зима в Татарстане» республика программине те кӗртнӗ.

Пӗрремӗш çулçӳревçӗсем Кзыл Байрак поселокӗнчен пуçласа Лабышка ялӗнчи «Вместе» глэмпинг таран çуран утса çитнӗ. Похода вӗсене паллă таврапӗлӳçӗ тата çулçӳревçӗ Тимур Циунчук ертсе кайнă. Шăпах вăл ӗнтӗ Атăл сукмакӗн авторӗ. Пӗрремӗш туристсем кăмăллă юлнă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА телеграм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев