Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çыннисенчен кăçал кам пенсие кайма тивӗç?

Пенси çулне ӳстересси пирки çынсен шухăшӗ тӗрлӗрен. Хăшӗсем кăмăлсăр, теприсем апла нумайччен çамрăк çӳрӗпӗр тесе шӳтлеççӗ, виççӗмӗшсем эпир вăл тарана пурăнса çитиччен пенси пач та пулмӗ тесе калаçаççӗ. Тӗнчери тенденцие пăхас пулсан пенси çулӗ пӗр вырăнта тăмасть, вăл ӳссех пырать. Вăтамран илсен этемӗн пурнăç вăрăмăшӗ ӳснинчен те килет ку.

Камсем 2026 çулта пенсие тухма пултараççӗ-ха? Пирӗн материал çакăн пирки.

Ку вăхăтра Раҫҫейре пенси реформи майпен тапхăрпа пурнăçланса пырать. Пенси çулне ӳстерсе пырассине вунă çула – 2019 –  2028 çулсене пăхса хунă. Реформа пӗтӗмпех пурнăçланса пӗтнӗ çӗре тивӗçлӗ канăва тухасси пилӗк çул таранччен ӳсет. Çапла вара хӗрарӑмсемшӗн вӑл 60 ҫулпа, арҫынсемшӗн 65 ҫулпа танлашать.

Камсем ку çулта пенсие тухма пултараççӗ-ха? 2026 çулта тивӗçлӗ канăва кайма 1962 çулта çуралнă арçынсем  пултараççӗ, 64-рисем ӗнтӗ. Çавӑн пекех 1967 ҫулта ҫуралнӑ, 59 ҫула ҫитнӗ хӗрарӑмсем тивӗҫеççӗ законпа палăртнă канăва тухма.  Унсӑр пуҫне пенсие законпа  палăртнă вăхăтран маларах тухма пултарнисем те пенси тӳлевне илсе тăрас тӗллевпе  кирлӗ документсем пуçтарса памалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество