News by date 21 April 2025
-
Апрель вӗçӗнче ӗç эрни кӗске пулать
Тутарстанра çитес эрнере пилӗк кун ӗçлекенсен ӗç эрни кӗске пулнине республикӑри производство календарӗ çирӗплетет.
-
Апрелӗн 21-мӗшӗ – Вырăнти хăйтытăмлăх кунӗ!
ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен Канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин хуласемпе районсен ертӳçисене, депутатсене, муниципалитет служащийӗсене, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ветеранӗсене професси уявӗ ячӗпе саламланă.
-
«Суварпа» туслă пулар – çырăнса илсе вулар!
Хаклă вулаканăмăрсем! 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла пырать.
-
Пичет ӗçӗнче 41 çул
Пӗррехинче алăка хуллен кăна шаккаса кабинета сапăр хӗр кӗрсе тăчӗ. Матак ял каччипе туй туса пӗрлешнӗ хыççăн район центрне пурăнма куçнă иккен, ӗç шырать. Эпӗ ун чухне типографи директорӗччӗ-ха, тутарла пӗлменнипе вырăсла калаçма тиврӗ пире. Çапла 1984 çулхи октябрь уйăхӗн çурринче Таисия Петровна Игнатьевăна районти типографие ӗçе илтӗмӗр.
-
Ирхине тӗтреллӗ пулсан – çулла çумăр нумай çăвать
Ака уйăхӗн 21-мӗшӗ – Вадим. Шапасем кваклатаççӗ пулсан сӗлӗ акма юрать. Каçпа ăшă, çӗрле лăпкă пулсан çулла шăрăх та типӗ пулать.
-
Эрне ăнăçлă пулать, хамăрта иксӗлми вăй-хал туятпăр
Алăра ӗç вӗресе тăрать. Çавăнпах ума лартнă тӗллевсене туххăмрах пурнăçлатпăр. Çак кунсенче спортпа аппаланма ӗлкӗретпӗр – кăмăл та пулать, вăхăчӗ те çитет. Канмалли кунсенче юлташсемпе тӗл пулни лайăх.