Апрелӗн 21-мӗшӗ – Вырăнти хăйтытăмлăх кунӗ!
ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен Канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин хуласемпе районсен ертӳçисене, депутатсене, муниципалитет служащийӗсене, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ветеранӗсене професси уявӗ ячӗпе саламланă.
Ун сăмахӗсемпе республикăра пурăнакансен ырлăхӗшӗн тата территорисене аталантармалли тӗп тӗллевсене татса парас, наци проекчӗсене пурнăçлас тата граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тесе куллен 15 пин ытла çын тăрăшать. Вӗсен професси ăсталăхне тата тăрăшулăхне кура Тутарстанăн хальхи сăн-сăпачӗ йӗркеленнине палăртнă вăл.
Уйрăммăн вырăнти хăйтытăмлăх ветеранӗсене – республикăри хуласемпе ялсене аталантарас ӗçе пысăк тӳпе хывнă çынсене тав тунă вăл.
Хальхи вăхăтра Экзам Губайдуллин çынсемпе тачă çыхăнса ӗçлемелине те палăртнă. Тутарстан муниципалитечӗсен ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене пур енлӗн пулăшса пынине те каласа хăварнă.
«Пирӗн пӗрлехи тӗллев – çынсемшӗн тата вӗсен интересӗсемшӗн ӗçлесси», – палăртнă ассоциаци председателӗ.
«Хаклă туссем! Сирӗн идейăсем пурнăçа кӗртчӗр, кашни кунах çӗнӗ çитӗнӳсем илсе килтӗр! Сире çирӗп сывлăх, çемье телейӗ, професси çитӗнӗвӗсем тата малалла çирӗппӗн утма сунатăп!» – вӗçленӗ саламне Экзам Губайдуллин.
Шăматкун ТР Раисӗ Рустам Минниханов вырăнти хăйтытăмлăх ӗçченӗсене уяв ячӗпе саламлас тӗллевпе Хусанта пуçтарнă. Муниципалитетсене пурнăç валли хăтлă условисем туса панăшăн, халăх пурнăçне лайăхлатнăшăн тата çынсене пулăшнăшăн тав тунă. Çавăн пекех вăл муниципалитетсен хастар представителӗсене патшалăх наградисем парса чысланă тата хуласемпе районсен исполкомӗсене çӗнӗ автомашинăсемпе тивӗçтернӗ. Профессире çитӗнӳ тунисем хушшинче Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Елена Николаевна Алексеева. Вăл «Тутарстан Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвне тӳпе кӗртнишӗн» медале тивӗçнӗ.
ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев