Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрне ăнăçлă пулать, хамăрта иксӗлми вăй-хал туятпăр

Алăра ӗç вӗресе тăрать. Çавăнпах ума лартнă тӗллевсене туххăмрах пурнăçлатпăр. Çак кунсенче спортпа аппаланма ӗлкӗретпӗр – кăмăл та пулать, вăхăчӗ те çитет. Канмалли кунсенче юлташсемпе тӗл пулни лайăх.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Сирӗнтен нумайăшӗ тапхăр-тапхăр кăмăл улшăннине асăрхать. Анчах ку сире ӗçлӗ ыйтусем çинчен, яваплăх çинчен манма памасть, çакă лайăх та. Ку эрнере харпăр пурнăçа йӗркелеме шанăç пур, хăш-пӗр ӗçлӗ çыхăнăва романтикăлла хутшăнăва куçарма май килет.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Нумая тăсăлакан ырă хутшăнусене йӗркелеме лайăх вăхăт ку эрне. Хӗрарăмсем халь уйрăмах илӗртӳллӗ, çакăн çинчен систерекенсем те тупăнсах тăраççӗ. Арçынсем хăйсене чăн-чăн джентльмен пек тыткалаççӗ.  

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Çак эрнере эсир творчествăпа аппаланма юрататăр, хуть мӗнле ыйтăва татса панă чух та креативлăха кăтартма тăрăшатăр. Çын умӗнче хӗрӳллӗн сăмах калама та хатӗр. Эсир халь илӗртӳллӗ, чипер, таврапӗлӗвӗр те анлă пулсан çăмăллăнах çынна ӗнентереетӗр.

РАК 22.VI – 22.VII 

Халь иртекен тӗлпулусем сирӗн шăпашăн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗç – çитес уйăхсенче çынпа хирӗçесрен хӳтӗлӗç. Хăвăр плансене пурнăçланă чух сумлă çынсенчен пулăшу ыйтăр.

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Сирӗн пуян, кăсăк чун кичемлӗхе юратмасть, анчах теветкелленесрен тытăнса тăрăр. Приключенисем шырама та хушмаççӗ çăлтăрсем. Çынсене ăнланма тăрăшăр, сăлтавсăрах шăртланса кайса хирӗçни хăвăршăнах япăх пулӗ. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Креативлă идейăсене пурнăçласа тупăш илетӗр, ӗçре çитӗнӳ тăватăр. Халичченхи тивӗçлӗ ӗçӗрсем пулас проектăн никӗсӗ пулса тăма пултараççӗ. Йӗркеллӗ, çирӗп кăмăллă çынсемпе çывăхрах пулма тăрăшмалла.  

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ку эрнене гармони тапхăрӗ теме пулать. Çынсен тимлӗхӗ халь пӗр сирӗн çинче çеç. Финанс лару-тăрăвӗ лăпкă. Çак кунсенче сирӗн чи пысăк, çутă ӗмӗтӗрсем, тахçан-тахçан шутланисем те пурнăçланаççӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Эрнен пӗрремӗш кунӗнченех çӗнӗ паллашусем, тӗлпулусем кӗтеççӗ. Сире мӗнле-тӗр мероприятие чӗнеççӗ, унта хăвăра тивӗçлипех кăтартатăр. Спортпа аппаланăр, творчество çинчен ан манăр. Канмаллисенче тăванăрсем пирки хумханма тивӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Сирӗнтен çынсем питӗ нумай ыйтаççӗ, кӗтеççӗ, анчах эсир ан тарăхăр. Çилле пула тӗрӗс йышăну тума йывăр пулать. Эрне питӗ кăткăс пулсан та, ӗç хыççăн ывăннине ирттерес килсен те алла черкке ан тытăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Пуçри шухăшăрсем канăçсăрлантарнипе депрессие каяс хăрушлăх пур. Çакна пулах çывăх çыннăрсемпе хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ. Халӗ сирӗншӗн чи усăлли – çанă тавăрса алă вăйӗпе тумалли ӗçе кӳлӗнни. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Сирӗн çемье йăвине çавăрма вăхăт çитнӗ. Юратнă, çывăх çыннăрсемпе кил-çуртăра хăтлăрах тăвассипе ӗçлӗр. Тавралăх пирӗн çине хамăр шутланинчен темиçе хут ытларах витӗм кӳрет, ан манăр. Эрне çемьери хутшăнусене çирӗплетет. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ăс-хакăла аталантарма ăнăçлă вăхăт халь. Сирӗнни пек шухăшсемпе тӗллевсем патне ăнтăлакан çынпа тӗл пулас шанăç пысăк. Пӗр вăхăтрах креативлă пулма тăрăшни, ӗçлӗ хутшăнусенче çитӗнӳ тума ăшталанни чунра шăнăçмасть. Çакна пула хăвăрпа-хăвăр килӗшсе пӗтейместӗр. 

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп