Пичет ӗçӗнче 41 çул
Пӗррехинче алăка хуллен кăна шаккаса кабинета сапăр хӗр кӗрсе тăчӗ. Матак ял каччипе туй туса пӗрлешнӗ хыççăн район центрне пурăнма куçнă иккен, ӗç шырать. Эпӗ ун чухне типографи директорӗччӗ-ха, тутарла пӗлменнипе вырăсла калаçма тиврӗ пире. Çапла 1984 çулхи октябрь уйăхӗн çурринче Таисия Петровна Игнатьевăна районти типографие ӗçе илтӗмӗр.
– Пирӗн ӗçре чӗлхе пӗлмеллех, мӗншӗн тесен эпир ытларах хаçат кăларассипе ӗçлетпӗр. Типографи ӗçченӗн универсал пулмалла. Паян пичет машинипе ӗçлетӗн-тӗк, ыран саспаллисенчен текст пухмалла, – ăнлантаратăп кăна.
– Юрӗ, тăрăшăп, – терӗ вăл çирӗппӗн.
Çав вăхăтранпа 41 çул иртрӗ пулсан та, типографин алăк урати урлă каçнă куна лайăх астăвать Таисия Петровна. Полиграфăн кăткăс ӗçне пăхмасăр мӗнпур ӗçе хăвăрт хăнăхрӗ, çулталăкранах çав тери йывăр ӗçсене те шанса параттăмăр ăна. Çăмăллăнах тутарла калаçма та вӗренчӗ. Саспаллисене шăратса кăларакан кăткăс линотип машинипе ӗçлеме хăнăхрӗ. Унри пысăк потенциала тӳрех асăрхарăмăр. Ăнкарулăхӗнчен хам та тӗлӗнеттӗм. Вырăсла хуть мӗнле кроссворда та хăвăрт тултарса хуратчӗ. Таисия Петровнăна коллектив тăрăшулăхӗпе яваплăхӗшӗн, ырă кăмăлӗшӗн, çынна ăнланма, пулăшма тăрăшнăшăн пӗрремӗш кунранах кăмăлларӗ.
2001 çулта Таисия Петровна район хаçачӗн редакцине ӗçлеме куçрӗ. Кунта ăна тата яваплăрах вырăна – куçаруçа – илчӗç. Чăваш шкулӗнче вӗренсе килте чăвашла калаçнăскере тутарларан куçарма малтанласа çăмăлах марччӗ. Опытлă ӗçтешӗсем пулăшмарӗç мар-ха ӗнтӗ, çапах та тӗп пулăшуçисем словарьсем пулчӗç. Куçаруçă вăл, оригинала çыраканӗн соавторӗ те темелле пуль, мӗншӗн тесен текста пӗр чӗлхерен теприне куçарнă чух авторăн шухăшне улăштармасăр вулакан патне çитерме пӗлмелле. Ку вара хăй пӗр ăсталăх, икӗ чӗлхене те лайăх пӗлмесӗр тума çук.
Яваплăхне тата ӗçченлӗхне кура ку профессие те хăвăрт алла илчӗ Таисия Игнатьева. Тепӗр 7 çултан ăна район хаçачӗн тӗп редакторӗн чăвашла тухса тăракан «Тăван ен» дубляж енӗпе çумне лартрӗç. Тутарларан чăвашла куçарассинчен те йывăртарах ку ӗç, мӗншӗн тесен ытти куçаруçăсен ӗçне тӗрӗслемелле. Ку мӗнле яваплă та кăткăс ӗç пулнине редакцире ӗçлесе курнă çын кăна пӗлет.
Таисия Петровна Игнатьеван пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 40 çул ытла. Тивӗçлӗ канăва тухма вăхăчӗ çитсен те ӗçрен ямаççӗ-ха – ылмаштараякан специалистсем çук. Ун шайӗнчи специалистсем сайра вӗсем. Пӗр çулхине Пăвари «Ялав» райхаçатне тутарларан чăвашла куçаракан кирлӗччӗ, Таисия Петровнăн хăйӗн те ӗçӗ калама çук нумаййине пăхмасăр пӗр уйăх пулăшрӗ вӗсене.
– Чăвашăн тăван чӗлхепе культурăна пӗлмеллех. Чӗлхе пӗтсен наци те юлмасть, – тесе шутлать пичет ӗçченӗ. Халăхăн хăйне евӗрлӗхне сыхласа хăварас тесе нумай тăрăшать Таисия Петровна. Нихăçан та ывăнтăм тесе каланине илтмен унран, ӗçе яланах вăхăтлă та тӗплӗн тăвать.
Ахальтен мар республикăн массăллă хыпар хатӗрӗсенче нумай çул ӗçленӗшӗн ТР Патшалăх Канашӗн Тав хучӗпе, «Татмедиа» агентствăн, район администрацийӗн, Чăваш наципе культура центрӗн Хисеп хучӗсемпе чысланă.
Телейӗ унăн ӗçре кăна та мар, мăшăрӗпе Валерий Николаевичпа нумай çул пӗрле килӗштерсе пурăнчӗç, пӗр хӗр (Надежда) çуратса ӳстерсе, тивӗçлӗ пӗлӳ пачӗç. Шел, йывăрлăхсемсӗр те пулмарӗ пурнăçӗ. 50-ра чухне юратнă мăшăрӗ ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Апла пулин те çирӗп утăмсемпе малалла утма, хăйӗн ырă кăмăлӗпе çынсене савăнтарма чарăнмарӗ. «Хăйӗн ăшшипе тавралăха çутатать вăл, хуть хăçан та ыррине кăна шанакан оптимист», – тет нумай çул юнашар пурăнакан кӳрши Диля Мухаметшина.
Таисия Петровна Игнатьева паян, апрелӗн 21-мӗшӗнче хăйӗн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ырă кăмăлӗ малашне те çывăх çыннисене ăшăттăр, мӗн ӗмӗтленни пурнăçлантăр, алăри ӗçӗ вара яланхи пекех вӗресе тăтăр. Çакăн пек профессионалпа пӗр коллективра ӗçлеме пӳрнишӗн эпӗ питӗ савăнатăп. Тав сана куншăн!
Рашит ФАТХУЛЛОВ.
ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ, пичет ветеранӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев